Çăвар тулли çырла çиме вăхăт çитрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 12.07.2022, 12:18 Просмотров: 536

ПРАВОСЛАВИ тĕн йăли-йĕркине тытса пыракансем çĕнĕ улма-çырлана вăхăт çитмесĕр çăвара та хыпмаççĕ. Паян вара Петрпа Павел апостолсен кунĕнче тĕрлĕрен çырлана çăвар тулли пĕр шикленмесĕрех çиме юрать. Кăçал çырла тапхăрĕ çанталăк условине пула кăшт каярах юлчĕ пулин те пасарта та, магазинсенче те çĕр çырлине йышлăн сутаççĕ. Пĕр килограмĕ 200-250 тенкĕ. Вăрманти хура çырлана сĕнекенсем те пур. Вĕсем вара хаклăрах.

Çырла сезонĕ пуçланнăран çакна та асăрхаттарас килет. Вăрмана пĕччен, пĕлмен çынсемпе каймалла мар. Аташасран хăрушă.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика