Çиччĕ виçмесĕр касма ан тăрăшăр

Категория: Публикации Опубликовано: 29.07.2022, 09:30 Просмотров: 307

ЮЛАШКИ вăхăтра район полицине ултавçăсен серепине çакланнă тĕслĕхсем пирки сахал мар хыпар кĕрет. Пĕрисен карточки çинчен укçине касса илнĕ, теприсем хăйсен ирĕкĕпех пĕр палламан çынна шанăçа кĕрсе укçа куçарса панă, виççĕмĕшĕсем Интернет çăмăллăхĕпе тавар туянас тĕллевпе улталаннă тата ытти те. Ку чухне сире телефон çине кирек мĕнле хыпар килсен те тĕплĕн шутламасăр пĕтĕмлетỹ тама ан васкăр. Хальхи вăхăтра çĕвĕçсем пекех çиччĕ виçсе пĕрре касни çав тери пĕлтерĕшлĕ. Политика Основания для гос задания Донбаса çитсе курнă, килĕшỹсем çырнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пыракан делегаци çак кунсенче ĕçлĕ çул çỹревпе Донбасс тăрăхĕнче пулнă. Чăваш Ен Ертỹçи Донецк Халăх Республикин Пуçлăхĕпе Денис Пушилинпа тĕл пулнă. Ĕçлĕ калаçу вырăнти инфратытăма, экономикăна çĕклес, малалла икĕ енлĕ килĕштерсе ĕçлес ыйтусене хускатнă. Çитес вăхăтра унта икĕ электротехника заводне хута ярас тĕллевлĕ. Ĕçлекенсем валли 100 ытла ĕç вырăнĕ пулĕ. Шар курнă республика хăйне кирлĕ продукцие кăларма пултарĕ, предприятисен тупăшĕ 500 млн тенкĕрен кая пулмĕ. Çавăн пекех Олег Николаев малашлăхра алăк-чỹрече кăларакан предприятисене те хута ярассине пĕлтернĕ. Çакă Донецк Халăх Республикине ура çине çĕкленме пулăшĕ. Донецк Халăх Республикин Пуçлăхĕ Денис Пушилин Раççейри чылай регион халăха малалла аталанма шанчăк панине каланă.

Ĕçлĕ çул çỹрев вăхăтĕнче Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Денис Спирин тата Торез хула администрацийĕн пуçлăхĕ Дмитрий Лысенко малашне килĕштерсе ĕçлесси çинчен калакан килĕшỹ çине алă пуснă. Тепĕр килĕшỹ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕпе Донецкри наци техника университечĕ тунă. Тĕп тĕллев - аслă вĕренỹ заведенийĕсенче промышленноçра, тĕрлĕ отрасльте ĕçлекен пысăк квалификациллĕ кадрсем хатĕрлесси.

Çак кунсенчех чăваш эстрада юрăçисем ДНР халăхне тата çар çыннисене концерт кăтартнă.

А. ИВАНОВ

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика