Эмелĕсем пур. Чирлес марччĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 29.07.2022, 09:39 Просмотров: 332

 Пĕр вăхăт коронавирус пирки калаçма пăрахнăччĕ-ха. Каллех тепĕр тĕрлĕ инфекци килесси çинчен сăмах тухрĕ. Малтанхи çулсенче сипленме кирлĕ эмелсем те хĕсĕкрех пулчĕç. Ахаль чухне аптека сентрисем çинче тĕркемĕпе выртакан маскăсем сутăнса пĕтрĕç. Ун пек чухне халăх сас-хура хыççăн та нумай каять. Кирлĕ-и вăл сана çак япала, е çук, çын туянсан илмеллех. Йывăрлăхран тухмашкăн заводсемпе тỹрремĕнех çыхăнтăмăр. Ку хутĕнче мĕн палăртасшăн-ха? Кирлĕ пулма пултаракан эмелсене илсе килнĕ. Ỹт температури хăпарма пултарать, теççĕ. Шăм-шак ыратни туйăнасса палăртаççĕ. Сунас ересрен, вар-хырăм пăсăласран асăрханмалла-мĕн. Çăвар тути пĕтет имĕш...

Эмелсем аслисем валли те, ачасем валли те пур. Йывăртарах чирлисене больницăрах сиплеççĕ, эмелсемпе тивĕçтереççĕ.

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев суту-илỹ вырăнĕсенче маскăпа усă курма кирли пирки каларĕ. Сыхлăх тĕлĕшпе тимлĕ пулни хамăршăнах лайăх ĕнтĕ. Маскăсем суту-илỹре çителĕклех.

Тепĕр лайăх мел вăл - вакцина яртарни. Хăшĕ-пĕри ревакцинацие те пĕр хутчен çеç тутарман. Çур çултан çур çула сиплев учрежденийĕсене прививкăна çỹреççĕ. Хамăр та çакна мала хуратпăр. Çынпа ĕçлекенскерсене вирус ан çулăхтăр тесе тăрăшатпăр. Коллективĕпех вакцина яртарнă.

Районти тĕп аптека апата хупмасăр тата кану кунĕсемсĕрех вăрăмлатнă кун йĕркипе ĕçлет. Шăматкунпа вырсарникун çеç кăштах иртерех хупăнать.

Г. АФАНАСЬЕВА, районти тĕп аптека директорĕ

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика