Пĕрлехи калаçу

Категория: Публикации Опубликовано: 16.12.2022, 12:02 Просмотров: 509

Çитĕнекен ăрăва воспитани парса ỹстерес ĕçре вĕрентỹ организацийĕпе ашшĕ-амăшĕ пĕрле канашласа ĕçленин пĕлтерĕшĕ пысăк.

 Кун пек чухне хĕр е ывăл килте, обществăра хăйне мĕнле тытни палăрать. Çавна тĕпе хурса Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче ашшĕ-амăшĕн пухăвĕ иртрĕ. Ăна техникум директорĕ А.Логунов уçрĕ. Ун хыççăн директор çумĕ А.Куданова сăмах илсе вĕренỹри ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Хушма пĕлỹ илмелли майсем çинче чарăнса тăчĕ. Вĕренсе тухма хатĕрленекенсен умĕнче тăракан экзаменсем пирки ăнлантарчĕ.

Директорăн вĕрентỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Н.Захарова вĕрентỹ учрежденийĕн кун йĕркипе паллаштарчĕ. Йĕркене пăсакансенчен çирĕп ыйтассине палăртрĕ. Пирус туртассине сивленине пĕлтерчĕ. Наркотик та студентсемшĕн ют пулмалла. Çавăн пекех ачасен апатланăвĕ, вĕсене стипендипе тивĕçтерекен йĕрке, пурăнмалли условисем пирки чарăнса тăчĕ. Çаксем пурте çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани илсе ăста специалист пулма май панине палăртрĕ. Патшалăх кỹрекен çăмăллăхсене ăша хывса тăрăшса вĕренсен çутă малашлăх пулатех вĕсен.

Ашшĕ-амăшĕ студентсен вĕренĕвĕпе те паллашма пултарчĕ. Пĕрлехи калаçуран кирек хăш ыйтăва та татса пама май пулни палăрчĕ. Уйрăмах çак вăхăтра тимлĕх кирлĕ вĕренекенсем патне. Вĕсем умри тĕллевĕсене пурнăçлама пултарччăр. Пурнăçра йăнăш утăм ан туччăр.

 А. ИВАНОВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика