Халăхăн ыр кăмăллăхĕ иксĕлмест

Категория: Публикации Опубликовано: 17.03.2023, 20:22 Просмотров: 428

ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пур енлĕн пулăшма тăрăшаççĕ. Ку таранччен 12 миллион тенкĕ ытла укçа, тăватă автомобиль, апат-çимĕç, тумтир, çар пурнăçĕнче куллен кирлĕ тавара халăх вăйĕпе пуçтарса парса янă. Çак пархатарлă ĕçре волонтерсем, уйрăм хастарсем пысăк пуçарулăх кăтартаççĕ, ентешсем патне тăтăшах гуманитари пулăшăвĕпе çула тухаççĕ. Ку тĕлĕшпе Юрий Тинюков ертсе пыракан "Помощь нашим ребятам" ушкăнĕ уйрăмах оперативлă та тухăçлă ĕçленине палăртмалла. Çар операцийĕ пуçланнăранпах çамрăксем салтаксене кирлĕ япаласене çар чаçне вăхăтра çитерме тăрăшаççĕ. Социаллă сеть урлă мĕн пур ыйтăва уççăн, чуна уçса татса пани те ĕçе кал-кал тата вăхăтра тума май парать вĕсене. Акă, çак кунсенче салтаксем патне çула тухса кайиччен пуçтармалли таварсен списокне ушкăна кăларсанах Аслă Чементи Николай Пузайкин хастар 11 пинлĕх тавара (пĕр рулон икĕ хутлă пленка, шуруповерт, сцеплер) хăй шутĕнчен илсе пама килĕшнĕ. Патăрьелĕнчи Ленин урамĕнчи 16 çуртра вырнаçнă "Пятерочка" магазин вара "Ыр кăмăллăх карçинккипе" хăвăрт пăсăлман апат-çимĕç парса янă.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика