Ака куллен вăй илет

Категория: Публикации Опубликовано: 27.04.2024, 18:50 Просмотров: 185

 Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов "Батыревский" пĕрлешỹре тата "Красное Знамя" хуçалăхра çурхи ĕçсем мĕнле пынипе паллашнă.

Акционерсен "Батыревский" хупă пĕрлешĕвĕн 1769 гектар çĕр, унтан 1019 гектарне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене валли уйăрнă. Çĕр улми - 70, выльăх апачĕ валли куккурус - 169, пĕр çул ỹсекен курăксем - 161, нумай çул ỹсекеннисем 350 гектар йышăнаççĕ. Хирте тыр-пула никĕсе хывма пикеннĕ.

Яваплă тапхăра кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерсе яма техника паркне те çĕнетсех тăраççĕ. Иртнĕ çул тырă пухакан Палессе GS102 комбайн, выльăх апачĕ хатĕрлекен КСК 600 Полесье комбайн, хăй тĕллĕн çỹрекен Мещера Е-403 косилка, Туман-3 опрыскиватель, тăпрана кăпкалатакан HORSCH Tiger 4 агрегат, сеялкăсемпе сỹ- ресем туяннă.

"Красное Знамя" кооперативра та çурхи ĕçсем куллен вăй илсе пыраççĕ. Хуçалăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 490 гектар, çĕр улми - 60, куккурус выльăх апачĕ валли - 198, нумай çул ỹсекен курăксем 482 гектарта çитĕнтерме палăртнă.

Икĕ хуçалăхра та минераллă удобренисем, вăрлăх, çунтармалли-сĕрмелли материал çителĕклĕ янтăланă.

Апрелĕн 25-мĕшĕ тĕлне муниципалитетра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1762 гектар, пахча çимĕç - 14, сухан вăрлăхĕ - 82, пĕр çул ỹсекен курăксене - 780 гектар акнă.

Çĕр улми вăрлăхне яровизацие 1125 тонна кăларнă. 1920 тонна тырпул вăрлăхне имçамланă.

Кĕрхи çĕртмене 5460 гектар сỹреленĕ, 1920 гектар культиваци тунă.

 (Хамăр корр.)

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика