Ытарайми ташшисем, шăнкăрав пек сассисем...

Категория: Публикации Опубликовано: 27.04.2024, 18:51 Просмотров: 190

Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче йăлана кĕнĕ "Кинофильмсенчи юратнă юрăсемпе ташăсем" фестиваль-конкурс иртрĕ. Кăçал ăна Раççейри Çемье тата Чăваш Республикинчи Экологи культурин тата çут çанталăк пуянлăхĕпе тирпейлĕ усă курмалли çулталăксене халалларĕç.

Фестивале Патăрьелĕнчи тĕрлĕ предприяти-учреждени коллективĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем куракансемпе жюрине тĕрлĕ жанрлă асра юлма май паракан 23 номер кăтартрĕç.

Мероприятие хутшăнакансене муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, администрацин финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова саламларĕ.

 Совет тата Раççей фильмĕсенчи юрăсем шăранчĕç концертра. "Цвет черемухи", "Карнавал", "Родные", "Офицеры", "Весна на Заречной улице" тата ыттисем те.

Ташăсем те тыткăнларĕç куракансене. "Тени исчезают в полдень" кинофильмри "Гляжу в озера синие", "Цветы Чувашии"ри "Матушка-Земля", "Улах" композицисем килĕшрĕç. Патăрьелĕнчи тĕп больница коллективĕ "Весенняя сказка" кинофильмри "Земляничка-ягодка" ташă куракансенче уйрăмах пысăк хавхалану çуратрĕ.

Залра ларакансем артистсемпе пĕрле юрларĕç, алă çупса хавхалантарчĕç, асаилỹ ытамне кĕрсе ỹкрĕç.

Фестиваль Гран-прине Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул коллективĕ тивĕçрĕ. "Кинофильмсенчи юратнă юрăсемпе ташăсем" фестиваль тепĕр хут пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕплетрĕ. Культура мероприятине тĕрлĕ çулхи, ăрури, профессири çынсем хутшăнни кăмăллă. Сцена çине предприяти-организаци ертỹçисем те хăйсен коллективĕпе тухма май тупни савăнтарчĕ. Апла пулсан ĕçре те, канура та пĕрле эпир.

 Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика