Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов:
— Ĕнер Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕçлĕ визитпа Хĕрлĕ Чутай муниципалитет округĕнче пулчĕ. Тĕрлĕ шайри депутатсемпе, ведомствăсен министрĕсемпе, çавăн пекех муниципалитет округĕсен пуçлăхĕсемпе йĕркеленĕ тĕл пулура Олег Алексеевич чăн малтанах Хĕрлĕ Чутай округĕн 2020-2024 çулсенчи социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвне тишкерсе пĕтĕмлетрĕ, Чăваш Республикине 2025-2030 çулсенче комплекслă аталантармалли программăпа пурнăçлама палăртнă тĕллевсене çивĕчлетрĕ.
Тĕл пулура хускатнă пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри — çамрăк специалистсене — вĕрентекенсене, тухтăрсене — яла хăварас тĕллевпе патшалăх хушма çăмăллăхсемпе тивĕçтерни, ку тĕлĕшпе федераци шайĕнче те тĕрлĕрен программăна пурнăçа кĕртни пирки те уççăн калаçрăмăр. Республика, округ аталанăвĕ — çамрăк кадрсенче. Ку тĕлĕшпе эпир те хамăр тăрăхра çамрăк кадрсене вырăнтах тĕпленме, çемьесене аталанма майсем туса парас тесе тимлетпĕр.
Май 2026 |
