2023.06.06 Ял аталанать, хăтлăланать, капăрланать...

Категория: Алманчиковский территориальный отдел Опубликовано: 27.06.2023, 20:23 Просмотров: 21

 Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 19 территори пайĕ, 56 ял шутланать. Алманчă территори пайĕ пĕр ялтан тăрать. Вăл 1000 çынран сахалтарах ял шутне кĕрет. Çапах та хальхи вăхăтра вĕсем тĕрлĕрен программăпа яла аталантарас, капăрлатас, урамсемпе çулсене хăтлăх кỹрес тата ытти ыйтупа халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлесе пыраççĕ. Алманчă территори пайĕн пуçлăхĕпе Владимир Киргизовпа шăпах çак тата ытти ыйту пирки калаçу пуçартăмăр.

- Владимир Петрович, юлашки виçĕ çулта сирĕн ял сăн-сăпачĕ чылай çĕнелчĕ, урамсем тирпейленчĕç, çуртсем капăрланчĕç тата ытти те. Çак калаçăва малалла тăсса халăх вăйĕпе, тĕрлĕ шайри программăпа пурнăçласа пыракан ĕçсем пирки кĕскен паллаштарăр-ха.

 - Халăх вĕрсен хапха та уçма пулать теççĕ ваттисем. Ял пуçлăхĕнче тăрăшма пуçланă хыççăн çакна чăнах та туйса илтĕм. Пирĕн Алманчă ялĕн çыннисем кирек мĕнле ырă шухăша та алхапăл йышăнаççĕ. Çавăнпа та пуçарăва пĕрлехи вăйпа пурнăçа кĕртме те ансат. Акă, виçĕ çул каялла пуçару бюджечĕпе йĕркеленĕ программăпа (ун чухне ял пуçлăхĕ Сергей Никитин пулнă) масар территорине тирпейлесе картисене улăштарнă, йывăçсене касса тирпейленĕ, сăваплă вырăна вилнĕ тăванăмăрсене пуç тайма кĕрсе çỹреме эрешлĕ хапха тунă. Çак ĕçе пурнăçлама пуçару бюджечĕпе 473 пин тенкĕ кайнă. Вĕсенчен 190 пин тенкине шăпах халăх вăйĕпе пуçтарнă. Хальхи вăхăтра та масар, чиркỹ, ялти купель территориторине яланах тирпейлĕ те хăтлă тытса тăратпăр, тăтăшах кунта субботниксем йĕркелетпĕр.

- Алманчăра Турра ĕненекенсене чун канăçлăхне тупма чиркỹ ĕçлет-ха, анчах ку таранччен сăвапланă шыва кĕрсе тасалмалли май пулман. Паянхи кун ял илемĕ, мăнаçлăхĕ шутланакан купель пирки мĕн каланă пулăттăр?

- Территори пайĕн пуçлăхне шаннă хыççăн халăх вăйĕпе, хастарлăхĕпе пурнăçланă пĕрремĕш пысăк ĕç - аслă çултан яла пырса кĕнĕ вырăнти айлăмра, мĕн ĕлĕкренех кунта тапса тăракан çăл шывĕн çулĕ çинче йывăç пураран çĕкленĕ капăр купель. Кунта йывăçсем йăл илсе ешереççĕ, çеçкесем илем кỹреççĕ... Сăваплă шыва ĕçме ял çыннисемпе, хастарсемпе пуссине те турăмăр, кĕрсе тухма çул сартăмăр. Паян кунта ватти-вĕтти килсе тасалать, вăй илет. Çакăншăн чăнах та чун савăнать.

- Ялти халăх хорĕ, халăх музейĕ те Алманчăсен мăнаçлăхĕ тесшĕн. Культурăна, халăх йăли-йĕркине аталантарас тĕлĕшпе те чылай ĕçлесе пыратăр. Ку тĕлĕшпе патшалăх программисемпе усă курни те пĕлтерĕшлĕ.

- Чăваш Республикин Правительстви халăх ырлăхĕшĕн, пурнăç хăтлăхĕшĕн, çав вăхăтрах чун пуянлăхĕшĕн чылай тăрăшать. Хальхи вăхăтра патшалăх программисемпе, наци проекчĕсемпе аталанма пурин валли те çул уçă. Вăл шутра ялти культура отрасльне аталантармалли майсем те сахал мар. Культура учрежденийĕсене модернизацилемелли патшалăх программипе эпир икĕ хутчен те усă куртăмăр. Пĕрремĕш пайĕпе "культура вучахне" капăрлатрăмăр, хăтлăлатрăмăр, юлашкинчен патшалăх панă 250 пин тенкипе артистсен тумне çĕнетрĕмĕр.

Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕ пулăшнипе вара территори пайĕ, ял клубĕ, музей, почта, перекет банкĕн филиалĕ вырнаçнă икĕ хутлă çуртăн кантăкĕсене те улăштарма май пулчĕ.

 - Ял тирпейĕ, илемĕ чăн малтанах çултан пуçланать. Çак ыйтупа мĕнлерех ĕçлесе пыратăр?

- Таса та тирпейлĕ урам - ял тĕкĕрĕ. Çавăнпа та пирĕн тĕп тĕллев - хамăр пурăнакан вырăна яланах хăна кĕтсе илнĕ чухнехи пек капăр тытса тăрасси. Çак тĕллевпе эпир ялти урамсене, обществăлла территорисене пăхса, тасатса тăма уйăрса панă. Яваплăха пурте туйса ĕçлеççĕ. Тăтăшах субботниксене тухаççĕ, йывăçсем лартаççĕ, хăрнисене касаççĕ тата ытти те.

Юлашки икĕ çулта Ленин урамĕн пысăк пайне çул

 сарса тирпейлерĕмĕр. Ырлăх, Чапаев, урамĕсене те вак чулпа тикĕслесе йĕркене кĕртнĕ. Сăмах май каласан, 2022 çулта эпир Патăрьел муниципалитет округĕнче территори пайĕсем хушшинче йĕркеленĕ тирпей-илемпе çыхăннă конкурсра "Чи хăтлă ял" номинаципе мала тухни - ял халăхĕ кар тăрса ĕçленин результачĕ.

- Владимир Петрович, 2022 çулта эсир Чăваш Республикинчи пуçару бюджечĕн программине кĕрсе кăçал пысăк объекта хута ятăр, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăрсене асăнса лартнă палăка юсаса çĕнетрĕр. Пархатарлă ĕç пирки те каласа хăварăр-ха...

 - Çапла, ял варринчи "Никама та манман, нимĕн те манăçман" Мухтав обелискĕ юхăнса сăнне çухатнăччĕ. Ăна республикăри пуçару бюджечĕн программипе юсаса çĕнетрĕмĕр. Халĕ кунта çутăпа çыхăннă ĕçсене пурнăçламалли çеç юлнă. Объект 1434856,70 тенке ларчĕ. Саккунпа килĕшỹллĕн проекта финанс тĕлĕшпе йĕркелеме халăхран 333942,72 тенкĕ, юридика пĕлтерĕшлĕ çынсенчен тата предпринимательсенчен 80000 тенкĕ кайнă. Ытти вара пĕтĕмпех республика бюджетĕнчен (сăн ỹкерчĕксенче: палăк малтан пулнă, палăк юсаса çĕнетнĕ хыççăн).

 - Владимир Петрович, ял пурăнтăр, аталантăр, çамрăксем ялтах юлччăр текен шухăша малалла аталантарса мĕн каланă пулăттăр?

 - Вырăнта эпир хамăр пурнăçа ытларах чухне хамăрах тирпейлесе пыма пултаратпăр. Пĕрлехи вăйпа, туслăхпа, ăнланулăхпа пысăк ĕç тума пулать. Çапах та тĕрлĕ программăпа наци проекчĕсем - пирĕн ырă малашлăха çул хывма пулăшакан хатĕрсем. Патшалăх алă тăсса пулăшакан майсемпе пирĕн усă курмаллах. Акă, çывăх вăхăтра кану вырăнне, парк тăвас пирки те шухăшлатпăр. Çитĕнекен ăрăва ялах хăварас тĕллевпех ĕлĕкхи ял хуçалăх кантурĕн хăтлă çуртне те ĕç варкăшĕ кĕртесшĕн. Ун умĕнчи палăк-трактора тата территорие кăçал каллех ял хастарĕсен вăйĕпе капăрлатрăмăр. Пĕрлехи вăйпа тата пысăк ăнланулăхпа малашне те ĕç кал-кал пырĕ.

Альбина ЕГОРОВА калаçнă

 

Шухăш

 Александр ПЕТРОВ, Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ:

- Тăван ял шăпи, унăн малашлăхĕ, халăхăн ытлă-çитлĕ пурнăçĕ маншăн нихăçан та ют пулман. Хальхи вăхăтра Алманчăра фермер хуçалăхĕн ертỹçи пулнă май, хамăн пĕчĕк çĕршывăмăра аталанма, чечекленме май пур таран пулăшас килет. Ял хуçалăхне ура çине тăратасси, ялта тĕпленнĕ çамрăксене ĕçпе тивĕçтерсси, вĕсене ял пурнăçне явăçтарасси, халăхăн йăли-йĕркине пăхăнма хăнăхтарасси те тĕп тĕллев. Çавăнпа та территори пайĕпе тăтăшах пĕрле канашласа, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлесе пыратпăр. Кирек мĕнле ĕçе е мероприятие те кар тăрса хутшăнма тăрăшатăп, май пур таран пулăшу кỹретĕп.

Яндекс.Метрика