"Овация" малтисен ретĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 01.12.2024, 19:30 Просмотров: 445

Республикăри вĕрентỹ институчĕпе Шупашкарти Г.Н.Волков ячĕллĕ 62-мĕш вăтам шкул Геннадий Николаевич академика асра тытса çулленех "Хавхалану" фестиваль-конкурс ирттерет. Кăçал ăна чăваш ученăйĕ çуралнăранпа 97 çул çитнине халалланă.

Аслă Чемен вăтам шкулĕн "Овация" ушкăнĕ фестивале иккĕмĕш хут хутшăнать. Пĕлтĕрхи пекех кăçал та çамрăк артистсем хăйсен ĕмĕтне шанăçа кăларчĕç. Вĕсем "Г.Н.Волков хайлавĕсен сцена çине тухнă чи лайăх курăмĕ" номинацинче иккĕмĕш вырăна тухма пултарчĕç. Унсăр пуçне ушкăнти Софья Игнатьева ятарлă номинацире те çĕнтерчĕ.

Пултарулăх конкурсĕ хĕрỹ иртрĕ. Тĕрлĕ муниципалитет округĕнчен пурĕ 12 ăсталăх ушкăнĕ Геннадий Волков калавĕсене сцена çинче кăтартма пĕри тепринчен лайăх хатĕрленсе килнĕ. Сумлă тỹресен йышĕнче Чăваш Республикин вĕрентỹ институтĕнче вăй хуракан чĕлхеçĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Ю.Виноградов профессор, Чăваш Республикинчи вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г.Никифоров тата ытти паллă çынсем пулчĕç. Вĕсем ачасен калаçăвне, вылянине пысăка хурса хакларĕç.

Геннадий Волковăн хайлавĕсем ырă кăмăллă пулма, тỹрĕ, тĕрĕс пурăнма, аслисене хисеплеме вĕрентеççĕ. "Овация" кăтартнă "Анне яшки - чи тутли" инсценировка та тарăн шухăшлă. Унти сăнарсене С.Игнатьева, В.Сюзюкина, А.Сулагаева, Д.Романова, Е.Казанцев, А.Тимофеева, Ф.Никифоров, Л.Капитонова, М.Зотов, Д.Разин питĕ лайăх кăтартса пачĕç. Жюри çамрăк артистсем чăвашла хитре те таса калаçнине, сцена çинче хăйсене ирĕккĕн тытма пултарнине палăртрĕ.

 Фестивале вĕренекенсем тепĕр çул та хутшăнма тĕллев лартрĕç. Маларах шкул театрĕсен республикăри "Асам" фестивалĕн муниципалитет тапхăрĕнче те сцена ăстисем шкул чысне тивĕçлипе хỹтĕлеме пултарчĕç. Финала тухса харăсах виçĕ диплома тивĕçрĕç.

Надежда КОШЕЛЕВА

Архив материалов

Январь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика