Патăрьел муниципалитет округĕнче Чăваш Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе пурнăçа кĕрсе пыракан «Ниме — Халăх бюджечĕ» программа вăй илсех пырать. Çулталăк вĕçлениччен территори пайĕсенче тата 14 объект хута каймалла.
Алманчăра Советсен урамĕнче саракан асфальт çул (ÿкерчĕкре) та шăпах ял халăхĕн пуçарăвĕпе пурнăçа кĕрекен объектсенчен пĕри. Ял-йыш çак пархатарлă ĕçшĕн пĕр çын пек пулса кар тăнă. Сăмах май каласан, Алманчăсем патшалăх пулăшăвĕпе пуçаракан ĕçсене хапăлласа пуçăнаççĕ. Çакă вĕсене яла хăтлăлтма май панине лайăх ăнланаççĕ.
Октябрь 2026 |
