Пурнӑҫ илемӗ – ҫирӗп туслӑхра, юратура

Категория: Публикации Опубликовано: 11.11.2026, 13:56 Просмотров: 7

Ҫемьесем тӗрлӗрен пулаҫҫӗ, анчах та ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ пурин те пӗрешкел: пӗр-пӗрне юратмалла, ӑнланмалла тата мӗн пур йывӑрлӑха пӗрле татса памалла.

Хӑш наци ҫынни мар, мӗнле этем пулни паха. Урӑх халӑх ҫыннине пӑхмасӑр ҫемье чӑмӑртакан сахал мар. Вӗсем ҫирӗп те тӗреклӗ, пӗр-пӗринпе нумай ҫул килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ.

Ҫак ӑнлава мӗн пӗчӗкрен курса, туйса ӳснӗ Каҫал хӗрӗ Эльвира. Унӑн ашшӗ Самуилл чӑваш, амӑшӗ Энисе тутар хӗрарӑмӗ пулнӑ. Виҫӗ ывӑл та икӗ хӗр ҫемьере икӗ чӗлхепе те хутшӑнса ӳснӗ. Комсомольски округӗнчи тӑван Явӑш шкулӗнче вӗреннӗ вӗсем, чӑваш класӗнче, чӑн чӑваш ачисемпе пӗлӳ пухнӑ. Те чӑваш, те тутар — уйӑрайман, икӗ чӗлхепе те таса, илемлӗ шакӑртаттарса калаҫнӑ. Эльвира уйрӑмах пултаруллӑ, тавҫӑруллӑхӗпе палӑрнӑ. Вырӑсла, чӑвашла илемлӗ литература вулама юратнӑ, ют акӑлчан чӗлхине те  алла илнӗ. Юрлама та ташлама та ӑста пулнӑ ун чухнех Эльвира. Мӗн чухлӗ конкурса хутшӑнман-ши шкул активистки? Хӗрлӗ аттестатпа вӗренсе пӗтерсен И. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студентки пулса тӑрать. Вӗренет те, тӑван шкулӗнче ӗҫлет те. Вожатӑй тивӗҫне шанса панӑскер шкулти пур мероприятие те тулли кӑмӑлпа туса пырать. Часах алла диплом илет, халӗ вӑл аслӑ пӗлӳллӗ чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗ. Кӗҫех Ыхра Ҫырми ялӗнче ҫуралса ӳснӗ тутар каччипе Решит Хамидулловпа ҫемье ҫавӑрать. Пӗр вӑхӑт тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫлесе пурӑнма тивет. Анчах тӑван енех чун туртнипе Патӑрьел тӑрӑхнех таврӑнса хваттер илсе кунтах тӗпленеҫҫӗ. Эльвира Ыхра Ҫырми шкулӗнче ӗҫлеме пуҫлать, Решит Патӑрьелӗнчи “Стройкомфорт” организацире водитель пулса вӑй хурать. Виҫӗ ача ҫитӗнтереҫҫӗ Хамидулловсем. Виҫ чӗлхепе калаҫса ӳсеҫҫӗ, туслӑ, пӗр-пӗрне пулӑшса, пӗр-пӗриншӗн тӗслӗх пулса килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. Ашшӗ-амӑш сӑмахне итлеҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ.

Хамидулловсем – сывӑ пурнăç йĕркине пӑхӑнакан çынсем. Йӗлтӗрпе те, ҫуран та чупаҫҫӗ, бассейна ҫӳреҫҫӗ. Баскетбол вӑййине кӑмӑллаҫҫӗ. Ҫемьепе пӗрле отпуск вӑхӑтӗнче ӑҫта та пулсан ҫул ҫӳреве кайса килеҫҫӗ, ҫырла-кӑмпа татма юратаҫҫӗ. Хӗрӗсем амӑшӗ пек ал ӗҫ ӑстисем. Ҫыхасси – чун киленӗҫӗ. Кашни хӑйне валли ятуллӑ кофта, шапка, алса-чӑлха, шаль йӗппе, крючокпа ҫыхса ӑсталанӑ. Тутлӑ апат-ҫимӗҫ пӗҫерме те ӑста. Чӑваш, тутар наци апачӗ яланах вӗсен сӗтелӗ ҫинче. Хӑнасене те тарават. Мӗн те пулин тутли пӗҫерсен наччасрах асламӑшӗ, кукамӑшӗ патне кайса килме те манмаҫҫӗ ачасем, ватӑсене тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Эвелина хӗрӗпе Эмиль ывӑлӗ Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш вӑтам шкултан ылтӑн медальпе вӗренсе тухса Хусанти аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче пӗлӗве тӑсаҫҫӗ. Эвелина вырӑс чӗлхипе экзамен тытса 100 балл пуҫтарма пултарнӑччӗ. Уншӑн университет вӗренме кӗрсен стипенди ҫумне 100 пин хушса панӑ. Ҫакӑ тӑрӑшса вӗренме хавхалантарнине палӑртать КФУ ра вӗренекен иккӗмӗш курс студентки. Эмиль ывӑлӗ юлашки ҫул Хусанти авиаци институтне такӑрлатать. Пиллӗкмӗш класа ҫӳрекен Самира кӗҫӗн хӗрӗ те питӗ тӑрӑшуллӑ, отличница. Уроксем хыҫҫӑн Патӑрьелӗнчи ӳнер шкулне ташлама, юрлама, сӑрлама ҫӳрет.  Тӗрлӗ конкурса хатшӑнса ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнтарать.

Пвянхи кун Эльвира Самуилловна пуçламăш класс учителĕ. «Ку хăйне евĕр професси. Аслă классемпе танлаштарсан, кĕçĕн çулхи ачасемпе уйрăмах тимлĕ те ăшпиллĕ, тӳсĕмлĕ пулмалла. Паллах, юрлама-ташлама та, ӳкерме те, илемлĕ калаçма та (ку списока вĕçĕ-хĕррисĕр тăсма пулать) пĕлмелле.

Маншăн шкулти чи лайăх вăхăт – ачасемпе калаçнă, ĕçленĕ самант. Вĕсемпе пĕрле чухне хăв та çамрăкланса каятăн. Юрланă, ташланă чух чун савăнать», – тет ачасен чĕри патне çул тупма пултарнă вĕрентекен. Иккӗмӗш класра тутар, чӑваш, вырӑс ачисем пӗлӳ пухаҫҫӗ. Ӑнланайманнисене кашнине уйрӑммӑн тӑван чӗлхе урлӑ ӑнлантарать Эльвира Самуилловна. Ташӑ кружокне ертсе пырать, тутар,  чӑваш, вырӑс ташшисене вӗрентет. Ҫулсерен бал ташшипе районта иртекен конкурссене хутшӑнса палӑраҫҫӗ. Пур енӗпе те пултаруллӑ вӗрентекен, ырӑ кӑмӑллӑ анне, юратнӑ мӑшӑр.

Ĕç кунĕ вĕçленсен вӑл хӑйӗн «хурҫӑ учӗпе» килне васкать. Унта ăна мăшăрĕ, хĕрĕ кĕтеçҫӗ. Каҫ пулсан вара пурте пӗрле паянхи куна сӳтсе яваҫҫӗ, Хусантан Эмильпе Эльвина студенсем шӑнкӑравласа хӑйсен савӑнӑҫӗсене пӗлтерме васкаҫҫӗ, Самира вӗсене пӳлсех шкулти ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарать. Телейлӗ ҫемье, ачисемшӗн ырӑ тӗслӗх, вӗсен хушшине никам та хӗсӗнсе кӗреймӗ, мӗншӗн тесен пурнӑҫа тӗрӗс йӗркелесе пыма пӗлеҫҫӗ, тӗллевлӗ пурӑнаҫҫӗ.

Светлана Кулакова

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика