Çитĕнÿсемпе кăтартусемшĕн — сумлă наградăсем

Категория: Публикации Опубликовано: 11.11.2026, 13:25 Просмотров: 12

Иртнĕ эрнере республикăра Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕ кунне анлăн паллă тунă. Уява Патăрьел муниципалитет округĕн делегацийĕ те хутшăннă.

Мероприятинче 2026 çулти ял хуçалăх кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, ĕçре палăрнисем сумлă наградăсене тивĕçнĕ.

Сăкăтри «Красное Знамя» пĕрлешÿ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсенчен пысăк тухăç илнĕшĕн тата производствăри пысăк калăпăшшăн Диплома тивĕçнĕ.

Тутар Тимешĕнчи Камил Салихов фермер хуçалăхне фермер хуçалăхĕсем хушшинче чи лайăх производствăпа экономика кăтартăвĕсемшĕн Дипломпа чысланă.

Анат Туçари Сергей Перепелкин фермер хуçалăхĕ хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсене тата ытти техникăна управа лартассипе палăрнă, Дипломлă пулнă.

Уява Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти агротехнологи класĕн проект ушкăнĕ пĕлÿ çурчĕн директорĕ Людмила Лялина ертсе пынипе хутшăннă. Вĕсем вĕрентÿпе лаборатори хатĕрĕсемпе, виртуаллă лаборатори ĕçĕсемпе паллаштарнă.

Округра Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕ кунне ноябрĕн 13-мĕшĕнче паллă тăваççĕ.

Ольга БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика