Автобусшăн халăх савăнать

Категория: Публикации Опубликовано: 11.11.2026, 13:22 Просмотров: 14

ПАТĂРЬЕЛĔНЧЕН — Елчĕке, Елчĕкрен Патăрьелне каякан маршрут уçăлнăшăн икĕ округ çыннисем те савăнаççĕ. Сехетре пĕрре çÿрекен автобуса халăх чарăнусенче кĕтсех тăрать. Округ центрне ĕçе çÿрекенсемшĕн те, Патăрьелĕнчи тĕп больницăна каякансемшĕн те вăл питĕ меллĕ.

Ноябрĕн 1-мĕшĕнчен маршрут схеминче улшăнусем пулнă. Унччен автобуссем ирхине икĕ муниципалитет центрĕнчен те 7 сехетре тухнă пулсан халĕ Елчĕкрен 6 сехет те 45 минутра хускалать. Халăх ыйтнипе Çĕнĕ Ахпÿрт ялне кĕрсе тухать.

Çынсем хушшинче Çĕнĕ çул хыççăн икĕ округа çыхăнтаракан автобус çÿреме пăрахать текен сас-хура çÿрет. Ку хыпар тĕрĕс мар, асăннă маршрута тивĕçтерсе тăма икĕ çуллăха контракт çырнă.

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика