Украинăри ятарлă çар операцинче вăл 2022 çулхи февралĕн 24-мĕшĕнченпех. Маларах хамăрăннисем хамăрăн техникăна уйăрма пултарччăр тесе паллă тунисене те, пĕрремĕш куна те питĕ лайăх ас тăвать. Тĕрĕссипе, вĕсем нихăçан та манăçа тухас çук. Тăватă çул ытларахра мĕн кăна курман-ши? Кăна хăй çеç лайăх пĕлет. Чул тÿсейменнине те çын чăтать, теççĕ. Çапла пуль çав...
Ĕнерхи участок полицийĕ — паян çĕршыв хÿтĕлевçи
Сăмахăм Сăкăтра çуралса ÿснĕ Андрей Каруков пирки пырать. Украинăри ятарлă çар операцинче пĕрле службăра тăракансем ăна «Старый» чĕнÿпе пĕлеççĕ. Позывнойне илтсен çулĕпе чылай аслă арçын тесе те калама пулать, анчах Андрей Анатольевич 40 çул урлă каçнă çеç-ха. Вăл 1983 çулта çуралнă. Пилĕк ачаллă — тăватă ывăлпа пĕр хĕр — çемьере чи асли пулнă. Сăкăтри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн мĕн ачаран палăртнă ĕмĕтне пурнăçлама Чулхулари çар академийĕн Шупашкарти филиалĕнче (милици шкулĕ тетчĕç халăхра. — Авт.) икĕ çул вĕреннĕ. Диплом илсенех çамрăка Сăкăт участокне шанса панă. Ун хыççăн Туçара, Патăрьелĕнче, Нăрваш Шăхалĕнче, пĕр тапхăр Шăмăршă тăрăхĕнче ĕçленĕ. 19 çул шалти органсен тытăмĕнче вăй хунă хыççăн, 2020 çулта контракт çырса çар ретне тăнă. Салтак пурнăçĕ ăна Харьков енне илсе çитернĕ. Малтанхи çапăçусем те çакăнтах пулнă. Пĕрремĕш хут Харьков облаçĕнчи Изюм районĕнче 2022 çулхи август вĕçĕнче аманнă.
— Ун чухне пире мотострелоксен ротине пулăшма ячĕç. Шăпах çакăн чухне амантăм. Пуçа та çĕклеме çуккипе хамăрăннисем патне йăраланса çитрĕм. Шунă май сурана çыхнă пиçиххи те татăлса пĕтрĕ. Тăна çухатма пуçларăм, пĕрех малаллах талпăнтăм. Тавах Турра, хамăрăн икĕ салтак патне тухрăм. Юрать-ха вĕсен çумĕнче шнурсем, пралуксем пулнă, çавсемпе сурана тепĕр хут çыхрăмăр. Август уйăхĕ пулсан та питĕ шăрăх тăнăран çăвар типсе кĕлленнĕччĕ. Шыв ĕçтерчĕç. Кунта та мана «неонацист» тесе пеме пултарнă. Аманнă, йăлт вараланса пĕтнĕ, те тăшман, те хамăрăнни — паллама çук вĕт... Пĕр салтакĕ мана, урăх взводран килнĕ çынна, астуса юлнă. Ирхине эпĕ пирус туртнă вăхăтра çумран иртсе кайнă пулнă иккен. Пурăнас кунăм пулнă... — терĕ Андрей.
Сипленнĕ хыççăн Сăкăт каччине Воронежа, унтан Белгорода, каярах Курск облаçĕнчи Суджăна куçарнă. 2024 çулхи август пуçламăшĕнче неонацистсем Курск облаçне пырса кĕнĕ чухне Андрей Каруков та çавăнта пулнă.
— Эпир подразделенипе наступление кайрăмăр. Çавăн чухне ротăпа тăшман ункине лекрĕмĕр. Икĕ эрне унтан тухаймарăмăр. Пирĕнпе пĕрле тата срочниксем те пулнă. Апат та çукчĕ, вăрманта çырласем, кăмпасем çикеленĕ. Юрать çумра шыва дезинфекцилемелли эмел пурччĕ, çавăнпа усă курнă. Унсăрăн вар-хырăм чирĕпе чирлесе кайма пулать. Тĕрĕссипе, стресс вăхăтĕнче апат та çиес килмест, чир-чĕр пирки те манатăн.
Ункăра чухне Махновкăра пурăнакан Анатолий казакпа паллашрăмăр. Пире çăкăр, çĕр улми илсе килсе паратчĕ. Вăлах хăйсем патне хохолсем килнине, кунтан мĕнле те пулин каймаллине пĕлтерчĕ. Çыхăнăва тухайманнипе командовани эпир ăçта иккенне те пĕлмен, нумайăшĕ вилнĕ тесех шухăшланă, çавăнпа кам та пулин килсе пулăшасса шанмамалли те пулман. Пĕлсен те пире кĕрсе илейместчĕç. Виçĕ ушкăна пайланса шурлăхсем витĕр çула тухрăмăр. Çăвар типсен каскăпа шыв ăсса илсе ĕçнĕ те малалла утнă. Пытана-пытана хамăрăннисем патне аран-аран çитрĕмĕр. Пирĕн çине пăхма хăрушăччĕ, тум-тир вараланса, çуркаланса пĕтнĕ, сухалсем ÿссе кайнă... — терĕ Андрей иртнине аса илме çăмăл мар пулсан та куçĕ умне кăларнă май.
Чылай вăхăт çыхăнăва тухманран Андрей Карукова Алена мăшăрĕ шыраттарма пуçланă. Çак çăмăл мар ĕçе пурнăçлама ăна «СВОи Батыревский район» волонтерĕсем пулăшнă. Ентешпе пĕрле ункăра пулнă Тутарстан Республикинче çуралса ÿснĕ «Хоккеист» чĕнÿпе çÿрекен çамрăк темле майпа ăнсăртран килĕнчисемпе çыхăнăва тухнă хыççăн çеç Андрей Анатольевич пирки хыпар пулнă.
Хавшанă, ывăннă салтаксене Курск облаçĕнчи пĕр поселокра вăй илме пулăшнă. Эрне унта пулнă хыççăн татах строя тăмалла пулнă.
— Çар чаçне кайнă чухне малтан дрон, унтан ракета вĕçсе килчĕ. Курск облаçĕнче иккĕмĕш хут йывăр амантăм — пĕçĕ хуçăлчĕ. Ура ÿчĕ çинче çеç çакăнса тăратчĕ. Ыратнине ирттерме пулăшакан укола хама хам турăм. Çулталăк госпитальте сиплентĕм, — пĕлтерчĕ неонацистсемпе кĕрешекен. Сывалса тухнă хыççăн ентеш юлташĕсем патне каялла таврăннă. Хуçăлнă ури паян та хăйĕн пирки аса илтерсех тăрать, уйрăмах çанталăк улшăнас умĕн паллă — уксахлаттарать.
Сăмах май
Андрей Каруков хăюлăхпа
паттăрлăх кăтартнăшăн
«Паттăрлăхшăн», «Çапăçура палăрнăшăн», «Ятарлă çар операцине хутшăнакана»,
Суворов медалĕсене тивĕçнĕ.
Темиçе хутчен те вилĕмпе куçа-куçăн тăнă арçын пĕрре мар малти лининче пулнă.
— Тутар юлташ пурччĕ. Эпĕ заданинчен килнĕ çĕре ялан апат пĕçерсе хуратчĕ. Мансăр сĕтел хушшине те лармастчĕ. Кĕтсе илетчĕ те пĕрле çиеттĕмĕр. Шел, çулсем уйрăлса кайрĕç. Вăл халь урăх çĕрте службăра тăрать.
Чаçре тĕрлĕ наци çынни, пурте туслă пурăнатпăр. Пĕрлехи вăйпа çеç тăшмана çĕнеетпĕр, — терĕ взвод командирĕн заместителĕ.
Тыл пулăшăвĕсĕр
çĕнтерÿ пулаймĕ
Украинăри ятарлă çар операцинчен отпуска килекен салтаксем çине пăхатăн та тĕлĕнетĕн — таса тумтирпе, çÿçĕсене кĕске кастарнă, хырăннă. Вăрçă хирĕнче пулнă тесе те калама йывăр. Тĕрĕссипе вара неонацистсене хирĕç кĕрешекенсенчен нумайăшĕ блиндажра пурăнать. Шыв та ытлă-çитлĕ мар, анчах тирпейлĕхе çирĕп пăхăнаççĕ. Андрей Каруков та çакнах палăртать:
— Эпир çăвăнма, япала çума шыв çывăхри çăлтан илсе килетпĕр. Санитари нормине пăхăнмасан инфекцисем те сарăлма пултараççĕ. Ĕçмелли шыва пире турттарса килсе параççĕ, çавăнпа та ăна перекетлĕ тытма тăрăшатпăр. Апат пĕçерме, чей вĕретме газ баллонĕсем пур, вĕсене нумай чухне гуманитаркăпа тивĕçтереççĕ. Тылран килекен пулăшу салтаксемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Уйрăмах ачасен çырăвĕсем. Вăрçăра пире сăмахпа тĕрев пани темрен те паха.
«Салтак, сывă таврăн», — тесе çырни
йывăрлăхсене çĕнтерме хавхалантарать
Пĕринче çапла гуманитари пулăшăвĕ килчĕ, унта Патăрьелĕнчи «Тĕп» ача садне çÿрекенсем парса янă посылкăсем те пулнă. Ман патна пĕр салтак пычĕ те: «Андрей, ку çырăва сан хĕрÿ çырман-и?» — тет. Пăхрăм та — чăнах та Арианăн çырăвĕ. Чунра мĕн тери пысăк савăнăç, хĕпĕртÿ çуралнине сăмахпа та калама çук. Эпĕ ăна пуçтарса хутăм та отпуска килсен хĕрĕме кăтартрăм.
Андрей Каруков тăракан çар чаçне кĕме çăмăл маррипе гуманитари пулăшăвне маларах калаçса палăртнă вырăна тăратса хăвараççĕ. Унтан вара ăна салтаксене кирлĕ япаласене тылран тивĕçтерекен техникăпа илсе кĕреççĕ.
— Гуманитари пулăшăвĕ пур салтака та кирлĕ, унсăрăн пире йывăра лекет. Пĕр перкелешÿ вăхăтĕнче урăх взводăн склачĕ çунса кайрĕ, унта службăра тăракансем нимсĕр тăрса юлчĕç теме те пулать. Эпир вĕсене хамăрăн япаласене патăмăр. Пурри-çуккине ялан пĕрле пайлатпăр.
Хамăра мĕн кирлине ытларах чухне «СВОи Батыревский район» волонтерĕсем урлă ыйтатăп, вĕсем ушкăнра çырса кăларса пире валли пулăшу хатĕрлеççĕ. Çавăн пекех Сăкăтри «Красное Знамя» ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçи Николай Никифоров та айккинче юлмасть. Волонтерсене, халăха салтаксене пулăшнăшăн тав тăвас килет, — терĕ Андрей Каруков.
Çăмăл мар çул суйласа илнĕ Андрей Анатольевич, анчах вăл ÿпкелешмест. Хăйне ашшĕпе амăшĕ, мăшăрĕ тата Адриан, Алексей, Ариана ачисем чун-чĕререн кĕтнине пĕлни пурнăç сукмакĕнчи йывăрлăхсене пăхмасăр малалла утма хавхалантарать.
— Вăрçă нуши-тертне манăн ачан ачисем те ан курччăр, — терĕ салтак сыв пулăшнă май.
Ольга ПАВЛОВА.
Ноябрь 2026 |
