Эльвина Сафина тĕнче шайĕнче палăрнă

Категория: Публикации Опубликовано: 11.11.2026, 13:59 Просмотров: 9

Туçари вăтам шкул вĕренекенĕ, «Паттăр» спорт шкулĕн воспитанникĕ, Тутар Тимешĕнчи Эльвина Сафина армрестлинг енĕпе республикăра, Раççей шайĕнче тунă çитĕнĕвĕсемпе хаçат вулакансене маларах та паллаштарнăччĕ-ха. Халĕ, акă, пирĕн çамрăк спортсменка чă-ваш çĕршывĕн, Юхмапа Пăла тăрăхĕн чысне тĕнче шайне кăларчĕ. Çак кунсенче Инди Республикинче, Делинче, армрестлингпа мала тухассишĕн ирттернĕ тĕнче чемпионатĕн-

че тĕлĕнмелле çитĕнÿ тунă. Пултаруллă та çирĕп вăй-халлă чиперкке пĕрремĕш кунхинех хăйĕн соперникĕсене çăмăллăнах парăнтарнă, ылтăн медаль çĕнсе илнĕ!

Иккĕмĕш кунхине те Эльвина Сафина тĕнче чемпионачĕн çĕнтерÿçисен йышне кĕнĕ, кĕмĕл медале тивĕçсе пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çинчен сумлă парнесене йышăннă.

Тĕнче шайĕнчи пысăк чемпионатра ылтăнпа кĕмĕл медальсене çĕнсе илме спортсменкăна çăмăл пулман. Çитĕнÿ результачĕ хĕрачан çирĕп характерĕнчен, тăрăшулăхĕнчен, вăл йывăрлăхсене çĕнтерме пĕлнинчен килнипе пĕрлех ăста та опытлă тренер-преподавате-

лĕн — Чăваш Республикин физкультура тата спортăн тава тивĕçлĕ работникĕн, армрестлингпа Чăваш Республикинчи чи лайăх тренерĕн Ильфак Фиркатович Алеевăн — пысăк ĕçĕ те. 35 çул ытла çак ĕçре тăрăшакан тренерăн вĕренекенĕсем ку таранччен Раççей чемпионатĕнче, Пĕтĕм Раççейри ял вăййинче, ытти шайри ăмăртусенче те сахал мар палăрнă. Тренерсен професси кунĕнче вара иртнĕ çул армрестлингпа Чăваш Республикинчи чи лайăх спортсменка ята тивĕçнĕ Эльвина Сафина хăйĕн хисеплĕ вĕрентекенне тепĕр парне тунă — ылтăн тата кĕмĕл медальсене çĕнсе илнĕ.

Спортсменкăна тата унăн тренерне спорт каçалăкĕнче малашне те пысăк çитĕнÿ тума ăнăçу сунатпăр.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика