Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ тĕлне «Наци кухнисен фестивалĕ» ярмăркка иртнĕ. Унта 5-11 класра вĕренекенсем хутшăннă.
Кашни класс Раççейри нацисенчен пĕрне суйласа илнĕ, унпа килĕшÿллĕн уявра вĕсен костюмне тăхăнса пурнăçри йăли-йĕркипе, çав халăхăн апат-çимĕçĕпе, культуринчи тата историнчи кăсăклă факчĕсемпе паллаштарнă.
Вĕренекенсем йĕркеленĕ пĕчĕк лапамсем Раççей нумай нациллĕ тата пысăк та хăватлă çĕршыв пулнине кăтартнă.
Ноябрь 2026 |
