Паттӑрсене асра тытса турнир иртрӗ

Категория: Публикации Опубликовано: 13.11.2026, 10:57 Просмотров: 10

Украинăри ятарлă çар операцинче пуç хунă паттăр салтаксене асра  тытасси кашнин тивĕçĕ.

Чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче Аслă Чементи «Айдуш» уçланкăра С. Капитонова, А. Краснова, А. Софронова, Г. Мулгачева, В. Никитина, В. Иванова халалласа футболла выляса мини-футбол турнирĕ иртрĕ. Кӑштах юр ҫунине пӑхмасӑрах çак кун турнира курма халăх чылай пуçтарăнчĕ. Пухённисене Патёрьел муниципалитет округ.н хётлёх к.ртессипе территорисен аталанёв.н управлений.н начальник.н .=.сене вёхётлёх пурнё=лакан В. Кузнецова, Аслӑ Чемен территори пайĕн начальникĕ Д. Никифоров, "Паттӑр" спорт шкул ертӳҫи А. Афанасьев, шкул директорĕ Н. Адидатова, паттӑр салтаксен ҫывӑх ҫыннисем, В. Фролов округ депутачĕ саламларĕç, ентешсене чи ырă та ăшă сăмахсемпе аса илчĕç. Ятарлă çар операцин ветеранĕсем те килсе çитрĕç турнира. А. Кочетов ячĕллĕ кадетсен корпусĕнче вăй хуракан А. Башмаков офицер, Аслă Чементи вăтам шкулти О. Бахмисов вĕрентекен, Тури Чакăра çуралса ÿснĕ, Ульяновскри 104 - мĕш дивизин рота командирĕ В. Латышов  ентеш çакăн пек мероприятисем питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç, спортсменсене ăнăçу сунчӗҫ.

Территори уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ С. Капитонов ҫак турнира пуçласа яракансенчен пĕри пулнӑ, ял аталантăр тесе нумай ĕç туса ирттернĕ. Украинăра ятарлă çар операци пуçлансан сетка çыхас ĕçе йĕркелесе янă. Сăмах май, ялти хастарсем паянхи куна 1003 сетка çыхса салтаксем патне ăсатнă. Ҫак ӗҫри хастарсене Вероника Григорьевна тав хучӗсемпе чысларӗ.

Турнира, пӗлтӗрхи пекех, 8 команда хутшăнчĕ. Йӗпреҫ, Патӑрьел, Елчӗк округӗсенчен тата Ульяновск облаҫӗнчен килнӗ. Вӑйӑ питĕ çивĕч те интереслĕ иртрĕ. Спортсменсем хăйсем чăннипех те маттур, вăйлă, ăста пулнине çирĕплетрĕç. Вылякансем те, куракансем те кăмăллă юлчĕç. Турнир пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, 1-мĕш вырăна Елчĕкри «Ретро» команда тухрĕ, кубок çӗнсе илчӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр те Елчӗксем мала тухнӑччӗ. 2-мĕш вырăна - "Бикшикташ", 3-мӗш вырӑна «Ибреси» команда йышăнчĕç. Командăсене грамотăсемпе тата медальсемпе чысларĕç. Вӑрманхӗрри Шӑхалӗнчи А. Тазуров «Чи лайăх вратарь», Шӑнкӑртамри Р. Юсупов «Чи лайăх бомбардир», Елчӗкри А. Гаврушов «Чи лайăх вăйăç», Йĕпреçри К. Илехметов «Чи лайăх тапăнса вылякан», Аслă Чементи М. Иванов «Чи лайăх хÿтĕлевçĕ» ятсене тивĕçрĕç. Унсăр пуçне çĕнтерÿçĕсене укçан парса та хавхалантарчĕç, тортсемпе сăйларĕҫ.

Спорт мероприятине ирттерме В. Дубинин хастар ертсе пынипе ял çамрăкĕсем  пысăк тÿпе хыврĕç. Килнĕ спортсменсем Аслӑ Чемен территори пай.нче пурăнакансем çав тери тарават та ăшă пулнине палăртрĕç, тепĕр çул та турнира килме шантарчĕç.

Паттăр салтаксен тăванĕсем те  ăмăрту лайăх иртсе кайтăр тесе нумай тăрăшрĕç. Вӗсем çак турнира çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттерсе яракансене, хӑнасене, курма килнисене, пулăшакансене, спортсменсене чунтан тав турĕҫ, шÿрпепе сăйларĕç, вӗри чей ӗҫтерчӗҫ.

Надежда Кошелева,

Аслă Чемен ялӗ

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика