Çемьере килĕшÿ хуçалансан ĕçре ăнăçу пулать ялан

Категория: Публикации Опубликовано: 13.11.2026, 10:56 Просмотров: 11

Патăрьел муниципалитетĕнчи Первомайски ял тăрăхĕнче Надежда Трофимовăна пĕлмен çын çук та пуль. Ăшă кулăллă, кашни çынпа пĕр чĕлхе тупма пĕлекенскер чылай çул ветеринари тухтăрĕнче ĕçлет. Çак маттур та пултаруллă хĕрарăмпа тĕплĕнрех паллаштарас килет.

Юратнă ĕç хавхалану кÿрет

- Надежда Геннадьевна Йĕпреç районĕнчи Чăваш Çармăс ялĕнче çуралса ÿснĕ. Улттăн пĕр тăван пулнă, пурте хĕр. Асли пулнă май пĕчĕклех «куршанак» çыпçăннă. Ашшĕпе амăшĕ фермăра ĕçленĕ май вĕсене пулăшма нумай кайнă. Уйрăмах ăна ашшĕпе пĕрле лашапа çÿреме килĕшнĕ. Ачаранах выльăх пăхма юратнăран саккăрмĕш класран вĕренсе тухнă хыççăн 1970 çулта çуралнă хĕр Улатăрти ял хуçалăх техникумне зоотехника уйрăмне ăс пухма кĕнĕ. Пĕрлех техник-осеменатор профессине те хăнăхнă. 1989 çулта аллине диплом илнĕ. Çак çулах Пÿртлĕ каччипе Петр Трофимовпа мăшăрланса çемье çавăрнă.

Дипломлă специалист «Рассвет» колхозра ĕне-выльăх комплексĕнче техник-осеменаторта вăй хума пикеннĕ. Çав вăхăтрах ветеринари енĕпе те ĕçлеме тивнĕ. Зоотехник-селекционерта, сысна фермин заведующийĕнче тăрăшнă, çын çитмен чухне сысна та пăхнă. Каярах вара Первомайскинчи ветлечебницăна санитаркăна вырнаçнă. Кунта ĕçленĕ май Патăрьелĕнчи професси училищинчен ?халĕ аграри техникумĕ% ветработнике вĕренсе тухнă. Категорисене хÿтĕленĕ хыççăн ăна ветфельдшера куçарнă.

Тăрăшулăхне кура муниципалитетри выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ Петр Ефимов Надежда Трофимовăпа аслă пĕлÿ илмелли пирки сăмах пуçарнă. Вăл каланине шута илсе икĕ ача амăшĕ Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине вĕренме кĕнĕ. 2010 çулта диплом илнĕ. 2011 çулта ăна Первомайскинчи ветеринари лечебницин заведующийĕ пулма шаннă. Вĕреннĕ вăхăтрах «Первомайск», «Малалла» ял хуçалăх предприятийĕсенче ветеринарта, зоотехникре тăрăшнă.

- Мана хам суйласа илнĕ професси питĕ килĕшет. Хăвăн ĕçне юратмасан мĕнле вăй хумалла-ха/ Первомайскинчи ветлечебницăра ĕçлеме пуçлани 30 çултан та иртрĕ. Çак тапхăрта выльăхăн мĕн ыратнине куçĕнчен пĕлме хăнăхрăм. Ĕнесем çилли ыратнă чухне пĕр тĕрлĕ, кÿпĕнсен тепĕр тĕрлĕ пăхаççĕ. Май пур таран вĕсене пулăшас тесе тăрăшатăн. Чĕлхесĕр янаварсем чирленипе е пăрулайманнипе хуçисем килсе чĕнсен çур çĕрте тăрса кайни те, çăрнă чустана пăрахса хăварни те, çĕрĕпе вĕсем умĕнче тăни те пĕрре мар пулнă. Уяв вăхăтĕнче те ĕçлеме тивет. Пĕр тĕслĕх асрах-ха. «Первомайск» хуçалăхра ветеринарта тăрăшнă чухне Первомайскинчи клубра Хĕрарăмсен кунне халалласа концерт пырать, фермăра вара ĕне пăрулама пуçланă. Витере мансăр пуçне хуралçă кăна пур, вăл та ватă. Выльăх ниепле те çăмăлланаймасть, нушаланать... Мĕн тумалла/ Пăрăвăн урине кантрапа çыхрăм, унтан транспортертан тыттартăм. Хуралçа тислĕке тăкакан хатĕре ĕçлеттерме хушрăм, çапла аран-аран пĕчĕкскере туртса кăлартăмăр.

Кÿпĕннĕ ĕнесене те темиçе хут та çăлса хăварма тивнĕ. Сăмах май, манăн сумкăра яланах йĕп, шприц, хăш-пĕр эмел пур, васкавлă пулăшу пама хуть хăçан та хатĕр. Выльăхсем сывалнă хыççăн чунăм савăнать. Эпĕ çак тарана çитсе те пулăшу ыйтма пынă çынсене «çук» тесе каласа курман, - терĕ Надежда Геннадьевна хăйĕн ĕçĕ пирки каласа панă май.

Выльăх-чĕрлĕхе сипленисĕр пуçне ветеринар профилактика мероприятийĕсем пирки те манмасть. Вĕсене графикпе килĕшÿллĕн пурнăçлать. Паян ящур, бруцеллез, сыснасен африка чуми тата ытти чирсем те хăратаççĕ, вĕсем ан сарăлччăр тесе тăрăшать. Çавăн пекех ĕнесене искусствăлла майпа йăхтарассипе те тимлет.

Ĕçлет, юрлать,

кил ăшшине упрать

Надежда Трофимовăна пăшăрхантаракан ыйтусем те пур. Вĕсенчен пĕри - ял хуçалăхĕнче кадрсем çитменни.

- Выльăх тухтăрĕсем хушшинче çамрăксем сахалли шухăшлаттарать. Пирĕн ĕç хисеплĕ, сумлă, анчах яш-кĕрĕм ветеринари енĕпе вĕренме пит каймасть, пĕлÿ илсен те яла килме васкамаççĕ. Паян фермăсенче те ĕлĕкхи пек алăпа ĕçлемеççĕ: сумалли аппаратсемпе усă кураççĕ, сĕт пăрăхпа тÿрех пичĕкене каять, апата миксерпа пăтратаççĕ те трактор валеçсе парать. Манăн шухăшпа, шкулта вĕренекен ачасене фермăна та илсе кайса кăтартмалла, унти пурнăçпа паллаштармалла. Çакăн хыççăн, тен, хăшĕ-пĕрин ветеринар е зоотехник профессине суйласа илес ĕмĕт те çуралĕ... - терĕ калаçу сыпăннăçем ветеринар. Сăмах май, Первомайскинчи ача садĕнчи аслă ушкăнри ачасем воспитательсемпе пĕрле Первомайскинчи ветеринари лечебницинче час-часах хăнара пулаççĕ. Надежда Геннадьевна кашнинчех хăйĕн профессийĕ пирки, выльăхсене сыватасси пархатарлă ĕç пулнине тĕплĕн каласа парать.

Ĕçне кура хисепĕ, теççĕ. Надежда Трофимован кăкăрне икĕ медаль капăрлатать. Пĕрне ветеринари тивĕçтерĕвĕсемшĕн, теприне ветеринаринче нумай çул ĕçленĕшĕн панă. Округ, республика шайĕнчи Хисеп хучĕсене, Раççей ял хуçалăх министерствин Тавне, нумай пулмасть Раççей ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Çавăн пекех çак маттур хĕрарăм Патăрьельти «Авангард» хаçат йĕркелекен «Çулталăк çынни» конкурсра та çĕнтернĕччĕ. Çулленех ветучастоксемпе лечебницăсем хушшинче йĕркелекен конкурсра та Первомайскинчи ветеринари лечебници кăтартусемпе пĕрремĕш е иккĕмĕш вырăнсене йышăнать.

- Çитĕнÿсем эпĕ çеç тăрăшнипе пулмаççĕ. Надежда Белова ветфельдшерпа, Ольга Чебоксарова санитаркăпа пĕр-пĕрне ăнланса нумай çул вăй хутăмăр. Халĕ Ирина Ляковăпа килĕштерсе ĕçлетпĕр. Округри выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ Петр Ефимов тата унти специалистем пире яланах вĕрентсе, пулăшса пыраççĕ. Ветеринари лабораторийĕн заведующийĕ Людмила Ефимова та хуть хăçан та алă тăсса парать. Ытти ветеринарсемпе те пĕр чĕлхе тупнă, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашса тăратпăр, пĕлменнине ыйтатпăр, - терĕ ăшшăн Надежда Геннадьевна.

Выльăх тухтăрĕ обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнать. Пĕр вăхăт ăна ял депутачĕ пулма та суйланă. 2010 çулхи шăрăх та типĕ çу хыççăн Пÿртлĕри кÿлĕсем типме пуçланă. Надежда Геннадьевна халăхпа калаçса вĕсене тасаттарнă. Çĕнĕ масар уçассине, ун тавра карта тытассине те вăлах йĕркеленĕ. Колхоз урамне кĕнĕ çĕрте пылчăк çăрăлнăран пĕр кивĕ объекта пăсса унти кирпĕче пĕрлехи вăйпа сарнă, çиелтен хăйăрпа тикĕсленĕ. Халĕ те «Ниме - Халă бюджечĕ» программăпа ялта пурнăçланакан ĕçсенчен айккинче юлмасть. Юрра-ташша ăстаскере сцена çинче те курма пулать. Вăл ял клубĕнче йĕркеленĕ пултарулăх ушкăнне хаваспах çÿрет.

Ырă кăмăллă хĕрарăм пур çĕре те ĕлкĕрме пултарнинчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕп. Килĕнче те вĕсем вите тулли выльăх тытаççĕ: ĕнесем, пăрусем, вăкăрсем, лаша, сысна çăвăрлаттараççĕ, кайăк-кĕшĕк...

- Килти ĕçе яланах мăшăрпа пурнăçлатпăр, кăна манăн, санăн тумалла тесе курман нихăçан та. Утă хатĕрленĕ чухне тăвансем, ачасем нумай пулăшаççĕ. Ял-йыш та хастар хутшăнать, - тет Надежда Геннадьевна.

Трофимовсем икĕ хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Светлана Митта Ваçлейĕячĕллĕ Первомайскинчи вăтам шкултан кĕмĕл медальпе вĕренсе тухнă хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи экономика факультетĕнче ăс пухнă. Хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра хăйĕн профессийĕпех ĕçлет. Наташа та вĕренÿре лайăх паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пынă. Вăл икĕ аслă пĕлÿ те илнĕ: муниципалитет служащийĕ тата юрист. Суд приставĕнче вăй хурать.

Надежда Геннадьевна çемьери хăтлăха, тирпейлĕхе те тытса пыма тăрăшать. Хăнана пыракансене сĕтел хушшине лартса чей ĕçтермесĕр нихăçан та кăларса ямасть. Хĕллехи вăрăм каçсенче пушă вăхăт тупăнсан алă ĕç тума ларать. Тĕрлеме, çыхма, çĕлеме, çăм арлама юратать. Ачисемпе тăватă мăнукĕ валли алса-чăлха яланах хăй çыхать. Çавăн пекех чечексене питĕ килĕштерет. Ĕç вырăнĕнче те, килĕнче те нумай вĕсем, çулла вара пахчара тĕрлĕ тĕслине çитĕнтерет.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика