Тирпейлĕх хамăртан та килет

Категория: Публикации Опубликовано: 13.11.2026, 11:03 Просмотров: 10

«Экологи хăтлăхĕ» наци проекчĕ пурăнакан вырăн таса та хăтлă, экологи енчен ăнăçлă пултарассипе çыхăннă. Çакна шута илсе кашни ялăн урамĕнчех çÿп-çап пухмалли ятарлă контейнерсене вырнаçтарнă. Паяна округра 558 контейнер лапамĕшутланать. Вĕсем çĕмрĕлнине, юрăхсăра тухнине шута илсе 150 туянма палăртнă. Çывăх вăхăтра илсе килмелле. Йăлари хытă каяшсене турттарса тăрассипе «Экология» пĕрлешÿ ĕçлет.

Контейнерсен лапамĕ таса та тирпейлĕ пуласси регион операторĕнчен, çÿп-çапа турттарассипе ĕçлекен организацинчен çеç мар, халăхран та нумай килет. Ятарлă ещчĕксене пакета тултарнă йăлари апат-çимĕç мар каяшсене, хут, карттун хутсене ?нумай вырăн ан йышăнччăр тесе вĕсене тирпейлĕн хуçлатмалла, кĕленче савăт-сапана ?вĕсене миххе е курупка чикмелле, лайăх хупламалла%, пластикран хатĕрленĕ пĕчĕк савăт-сапата ?апат-çимĕç юлашкисемсĕр% пăрахма юрать.

Строительсто ăпăр-тапăрĕ ?хăйăр, кирпĕч, плитка, бетон, тăпра%, пысăк калăпăшлă япаласем ?сĕтел-пукан, матрассем, йăлара усă куракан техника%, автомобиль тата промышленность покрышкисем, çынна, çут çанталăка сиенлекен тата медицинăра усă курнă япаласене ?батарейкăсем, ртутьлĕ приборсем, сăрăсем, растворительсем, шприцсем%, йывăç турачĕсемпе вуллисем, шĕвек тата çурма шĕвек каяшсем, тислĕк контейнера хума е ун çывăхне тăкма юрамасть.

Ольга БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика