ТИНÇЕÇ йывăçсем сарă, хĕрлĕ, хăмăр тĕслĕ çулçисемпе савăнтаратчĕç. Сисĕнмесĕрех вĕсем тăкăнса пĕтрĕç. Кунсем те аванах кĕскелчĕç. Каçхи 6 сехет валли урамра тĕттĕм. Шăпах çакăн пек чухне тумсем çинче çутта тавăракан паллăсем ?световозвращающие элементы% кирлĕ. Вĕсем транспорт рулĕ умĕнче ларакансене çулпа пыракан çынна аякранах курма пулăшаççĕ. Ăна çи-пуç çине çĕлесе, рюкзак е сумка çине çакса яма пулать.
Тĕксĕм тумтир тăхăннă çынсем тĕттĕмре курăнмаççĕ, çавна май авари пулас хăрушлăх та пысăк. Инкекрен пăрăнса иртес тесен çутта тавăракан паллăсем çакма манар мар.
Ноябрь 2026 |
