Ятарлӑ ҫар операцийӗ ҫар ҫыннисем тата пирӗн халӑх пӗр шухӑшлӑ пулнине тепӗр хут ҫирӗплетрӗ. Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем пуртан эпир лӑпкӑ обществӑра пурӑнатпӑр.
Паянхи кун Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан Чӑваш Ишек каччипе, Ыхра Ҫырми вӑтам шкул выпускникӗпе Адик Абужаров (сён \керч.кре шкул ачисемпе тёрать) салтакпа тӗл пулма, пӗр-пӗринпе чуна уҫса калаҫма ачасемшӗн те, аслисемшӗн те кӑмӑллӑ пулчӗ. Чӑваш Ишек ял клубӗнче ҫын чылай пуҫтарӑнчӗ. Шӑп ҫулталӑк тӑван ялта пулманскер, кӗске вӑхӑтлӑха отпуска килнӗ ентеш Адик Абужаров ҫак ӑшӑ тӗл пулура хӑй мӗншӗн СВОна кайма шут тытни ҫинчен каласа пачӗ. Украинӑра паянхи кун еплерех лару-тӑру пирки кӗскен паллаштарчӗ. Унта куллен кун тӗл пулакан йывӑрлӑхсемпе ҫухатусене те пытармарӗ, пӑшӑрханӑвӗсене те палӑртрӗ. Шкулта тӑрӑшса пӗлӳ илни, спортпа туслӑ пулни, йывӑрлӑхран хӑраманни Адикшӑн ятарлӑ ҫар операцийӗнче питӗ вырӑнлӑ пулнине палӑртрӗ. Ҫавӑн пекех салтак ҫарти хӑйӗн пӗр кун йӗрки еплерех иртни ҫинчен те каласа пачӗ. Шкул ачисен ыйтӑвӗсем ҫине тулли хурав пачӗ.
«Пирӗн боецсем кашни кун паттӑрлăх кăтартаççӗ. Вӗсем шухӑшласа тӑмасӑрах Тӑван ҫӗршыва, хӑйсен çемйисене, çӗрне хӳтӗлеççӗ. Ҫарти йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме асӑрхануллӑ, тимлӗ пулни пулӑшать. Ҫывӑх ҫынсем кӗтни вӑй парать. Пирӗн çакна асра тытмалла тата çак йывăр вӑхӑтра пӗр-пӗрне пулӑшмалла», – ҫирӗплетрӗ вăл тӗл пулӑва вӗҫленӗ май.
Килтен тухса кайма, тин калаҫма пуҫланӑ икӗ ҫулхи чӗвӗлти хӗр пӗрчипе мёшёр.нчен вёхётлёха уйрёлма ҫӑмӑл мар пулсан та пуҫне усмасть салтак. Частьре ӑна юлташӗсем кӗтеҫҫӗ. Унта та пӗр ҫемьери пек туслӑ. Вӗсен вӑйӗ хӗҫ-пӑшалра ҫеҫ мар, чун хавалӗнче, пӗрлӗхре, пӗр-пӗрне пулӑшнинче. Паттӑр салтак ҫӗршыва йывӑр вӑхӑтра килте лараймӗ.
Культура ӗҫченӗсемпе ял ха-
лӑхӗ Адик Владимировича тӗл пулушӑн тав турӗҫ, илемлӗ юрӑпа савӑнтарчӗҫ. Яланах сывлӑхпа ҫӳресе ҫӗнтерӗве хӑвӑртрах ҫывхартма ӑнӑҫу сунатпӑр сана, салтак.
Шанатпӑр, Ҫӗнтерӳ пирӗн пулать!
Светлана Кулакова.
Ноябрь 2026 |
