Тин анчах алăкран ака шаккатчĕ, унтанпа, ав, çулла та кĕрпе улшăнчĕ. Хирсем пушаннăран техника сасси те илтĕнмест. Паян, ноябрĕн 13-мĕшĕнче, округра ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Апла пулсан ÿсен-тăран тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме те вăхăт, çавна май округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе - экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Федоровпа тĕл пултăмăр.
Цитата
Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:
«Агропромышленность комплексĕнче пирĕншĕн тĕп вырăнта – биотехнологисем, хăмла ĕрчетесси тата хамăр туса илекен ял хуçалăх продукцине тирпейлессине аталантарасси. Эпир наукăпа технологи енĕпе мала иртме тĕп пĕтĕм çул-йĕрпе те çирĕп никĕс туса хутăмăр, вăл пирĕн аграрисем малта пыракан наука институчĕсемпе пĕрле тунă йышăнусем çине тĕревленет».
(Чăваш Патшалăх Канашне янă Çыруран).
Интервью
- Владимир Николаевич, кĕрхи кун кĕлтеллĕ, теççĕ. Пирĕн округшăн çаплах-ши?
- Кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 14547 гектарта çитĕннĕ. Пĕтĕмĕшле 54481 тонна тыр-пул пуçтарса илнĕ. Вăтам тухăç пĕр гектартан - 37,4 центнер. Иртнĕ çул кăтарту 36 центнерпа танлашнăччĕ. Çуллен ака вĕçленсен иртекен уй-хир тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче комисси членĕсем тыр-пул куçа илĕртмелле шăтса тухнине курса хĕпĕртерĕç, кăтартусем тата пысăкрах та пулас шанăç пысăкчĕ. Çанталăкăн хăйĕн саккунĕ, ăна пăхăнтараймастăн. Çулла, шăпах комбайнсем хире тухмалли вăхăтра çумăр вăрах çуни тухăç кăтартăвне витĕм кÿчĕ.
- Округ республикăра пахча çимĕç туса илнипе те палăрса тăрать.
- Çапла. Патăрьелсем яланах пахча çимĕç çитĕнтерессипе ăнăçлă ĕçленĕ. Уйрăмах сухан вăрлăхĕ - çевок - ÿстерессипе аван тăрăшаççĕ. Сăмах май, кăçал вăл 525 гектарта çитĕннĕ, 470 гектарне пуçтарса кĕртнĕ. Тухăç пĕр гектартан 157 центнер пулчĕ. Ку çул çак культурăпа ĕçлекенсемшĕн те çăмăлах пулмарĕ. Çумăра пула кăларнă çимĕçе вăхăтра пухса кĕртеймерĕç, нÿр ытлашши пулнипе вăл калчаланма, çĕрме пуçларĕ, çавна май пĕр пайне хиртех хăварчĕç.
Хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, кишĕр, сухан ÿстерессипе те Юхмапа Пăла тăрăхĕ маттур. Тĕрĕссипе, ял халăхĕ кам та пулин пулăшасса, килсе ĕçлесе парасса кĕтмест. Май пур таран тăрăшать, çăмăл укçа шырамасть.
Рентабельлĕ культурăсенчен пĕри вăл - сахăр кăшманĕ. Округĕпе тымар çимĕç 650 гектар пулнă пулсан «Исток» агрофирмăра вăл - 300, Мария Лаврентьева фермер хуçалăхĕнче 350 гектар йышăннă. Вăтам тухăçĕ унăн пĕр гектартан 384 центнерпа танлашнă.
Çĕр улми лаптăкĕ юлашки çулсенче чылай пĕчĕкленчĕ. Кăçал ăна 550 гектар лартнăччĕ. Тухăç начарах тесе калас килмест - пĕр гектартан вăтамран 389 центнер тухнă.
- Ял хуçалăхĕнче кашни ĕçе вăхăтра тумалла. Вырма вĕçленмен-ха, кĕрхисене акмалла. Кăçал вĕсене миçе гектар никĕсе хывнă-ши?
- Çапла, ял хуçалăхĕнче паянхи ĕçе ырана хăварма юрамасть. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем кĕрхи культурăсене 1950 гектар акса хăварчĕç. Вĕсем лайăх хĕл каçасса шанса тăратпăр.
Çĕр ĕçченĕсем çĕнĕлĕхсене те пурнăçа кĕртеççĕ. Алманчăри Александр Петров фермер хуçалăхĕнче иккĕмĕш çул кĕркунне рапс акаççĕ. Кăçал асăннă культурăна 240 гектар никĕсе хывнă.
- Ял хуçалăхĕнче кашни отрасль пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Владимир Николаевич, выльăх-чĕрлĕхрен продукци илес ĕçре кăтартусем еплерех?
- Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне округра 16778 пуç ĕне-выльăха, вăл шутран 5685 пуç ĕнене, 2348 пуç лашана, 20039 пуç сыснана, 7007 ытла качакапа сурăха шута илнĕ.
10 уйăхра 8310 тонна ?иртнĕ çулхинчен 4,1 процент нумайрах% аш-какай, 32222 тонна сĕт сунă. Кăçал пĕр хуçалăхра пастереллез чирне тупса палăртнăран ĕне-выльăх шучĕ аванах чакрĕ, çавна май сăвăм кăтартăвĕ те иртнĕ çулхинчен 4000 тонна яхăн пĕчĕкрех.
- Йышлă выльăха хĕл каçарма апат та чылай кирлĕ.
- Пĕтĕмĕшле илсен выльăх апачĕ енчен йывăрлăхсем пулмалла мар. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче пĕлтĕрхи апата çитерсе пĕтерменнисем те пур. Сенаж - 26000 тонна, утă - 14540 тонна, силос 15325 тонна янтăланă. Выльăхран продукци ытларах илес тĕллевпе ял хуçалăх предприятийĕсем апат рационне те хушма çимесемпе пуянлатаççĕ.
- Ял хуçалăхĕнче те çĕнĕ технологи вăй илсе пыни сисĕнет. Унччен йышпа тунă ĕçсене халĕ пĕчченех пурнăçлаççĕ.
- Тĕрĕсех палăртатăр. Юлашки çулсенче ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем çĕнĕлĕхсене алла илсе, аталанса пыраççĕ. Техника паркнех илер. Кунта пĕр трактор тепринчен вăйлăрах. Акмалли комплекссем пĕр харăс темиçе ĕç пурнăçлаççĕ.
Фермăра та унчченхи пек бидон та, фляг та сĕтĕрмеççĕ. Сĕт пăрăхпа тÿрех пысăк цистернăна кайнинчен те тĕлĕнместпĕр. «Труд» хуçалăхра кăçал çĕнĕ вите хута ячĕç, унта ĕнесене робот сăвать. «Исток» çĕр ĕç фирминче ятарлă сумалли зал пур.
- Владимир Николаевич, ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсене професси уявĕпе саламланă май мĕн суннă пулăттăр?
- Ял хуçалăхĕнче вăй хума нихăçан та çăмăл пулман, çавна май çак отрасльте тăрăшакансене пурне çирĕп сывлăх сунатăп. Çитĕнÿсем тума, йывăрлăхсене çĕнтерме вăй-хăват пултăр. Килĕшÿре - вăй, теççĕ. Малашне те пĕр-пĕрне ăнланса вăй хурасчĕ. Ветерансене вара пире вĕрентсе пынăшăн, ырă канашсемшĕн пысăк тав сăмахĕ калас килет.
Ольга ПАВЛОВА калаçнă.
Ноябрь 2026 |
