Патăрьелĕнчи ачасен пултарулăх шкулĕнче Раççейри Мăсăльмансен тĕн пухăвĕ, Чăваш Енри Мăсăльмансен тĕн управленийĕ, Чăваш Республикинчи культура, вĕрентÿ министерствисем, Чăваш Республикинчи Общество палати, республикăри тутарсен наци культурин пĕрлĕхĕ, çавăн пекех Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕ пĕрлехи вăйпа йĕркеленĕ конференци Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн, Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкне пĕтĕмлетнипе пĕрлех хальхи вăхăтра пĕрлĕхпе туслăх, халăхсен ырă йăла-йĕрки тĕп вырăнта пулнине çивĕчлетрĕ. Пухун тĕп теми те çавăнпах çыхăннă: «Традицилле тĕнсен ăс-хакăлпа кăмăл-сипет потенциалĕ паянхи Чăваш Енри халăхсен пĕрлĕхне çи-
рĕплетекен фактор».
Мероприятие сумлă хăнасемпе пĕрлех мăсăльман тата православи тĕн представителĕсем, округри тата унăн тулашĕнчи имамсем, обществăлла деятельсем, округри вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисем, волонтерсем хутшăнчĕç. Конференци модераторĕ - Раççейри Мăсăльмансен тĕн пухăвĕн пуçлăхĕн çумĕ Денис Хазрат Мустафин.
Кун йĕркинчи тĕп темăпа калаçу пуçариччен мероприятие хутшăнакансене Чăваш Республикинчи Мăсăльмансен тĕн управленийĕн муфтийĕ Ильяс хазрат Сафиянов, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов çак кунсенче çеç паллă тунă Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламларĕç, Чăваш Енре, Патăрьел муниципалитет округĕнче пурăнакансем тĕрлĕ тĕн конфессине пăхмасăр ăс-хакăлпа кăмăл-сипет пуянлăхне тĕпе хурса пурăнни, тĕрлĕ наци халăхĕ пĕр-пĕрин культрипе йăли-йĕркине хисеплени пирки каларĕç.
- Патăрьел муниципалитет округĕнче мĕн авалтанпах тĕрлĕ наци халăхĕ килĕштерсе пурăнать. Çакă кулленхи пурнăçра кашни наци халăхĕн пĕрлĕхне çирĕплетме, традицилле тĕнне тĕпе хурса ăс-хакăл потенциалне ÿстерме, çитĕнекен ăрăва кирлĕ пек воспитани пама, патшалăх наци политикин принципĕсене тĕпе хурса пурăнма май парать. Пĕрлĕхре эпир яланах пысăк вăй,- терĕ кĕскен Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов.
Конференцире И. Я. Яковлев ячĕл-
лĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ, историк, религиовед, истори наукисен кандидачĕ Андрей Берман «Историко-культурные основания межконфессионального мира и диалога в Чувашии», Чăваш Республикинчи Мăсăльмансен тĕн управленийĕн муфтийĕ Ильяс Сафиянов «Духовно-нравственный потенциал Ислама как фактор укрепления единства народов Чувашии», муниципалитет оругĕнчи вĕрентÿ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова «Роль патриотического воспитания подрастающего поколения в формировании гражданской идентичности и укреплении единства общества», Турă Амăшĕн Державная иконĕ ячĕллĕ Патăрьелĕнчи чиркÿ настоятелĕ Александр Синяков «Православие в Чувашии: вклад в социально-культурное единство народов в Чувашии», ятарлă çар операцийĕн участникĕ, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн аслă специалист-эксперчĕ Рияз Феткуллин «Российские традиции воинского служения и защиты Отечества и современность», Чăваш Республикинчи Мăсăль-
мансен тĕн управленийĕн председателĕ Мансур хазрат Хайбуллов «Деятельность ДУМ Чувашской Республики по оказанию духовной и гуманитарной помощи военнослужащим СВО и членам их семей» темăсемпе докладсем туса пачĕç.
Тухса калаçакансем пурте çĕршыв тĕрекĕ, малашлăхĕ тĕрлĕ конфессиллĕ халăх пĕрлĕхĕнчен, туслăхран, ырă йăласене хисеплесе пурнăçласа пынинчен, пĕр-пĕрне алă парса пулăшнинчен килнине палăртрĕç. Хальхи вăхăтра пирĕн салтаксем ятарлă çар операцийĕнче неонацистсен тĕрĕсмарлăхне тĕп тăвас тĕллевпе кĕрешнĕ вăхăтра пĕрлехи вăй, гуманитари пулăшăвĕ тата ытларах кирлĕ.
Альбина ЕГОРОВА
Ноябрь 2026 |
