Республикăра иртнĕ Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕн кунĕнче Сăкăтри «Красное Знамя» пĕрлешÿ республикăри ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем хушшинче йĕркеленĕ экономика ăмăртăвĕнче «Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсенчен пысăк тухăç илнĕшĕн тата производствăри пысăк калăпăшшăн» ушкăнра çĕнтерсе пĕрремĕш вырăн йышăннă, Диплома тата сумлă парнене тивĕçнĕ.
Хуçалăх округра çеç мар, регионта та яланах лайăххисен шутĕнче. Чылай çул ăна Петр Никифоров ертсе пычĕ. Кăçал вара çак çăмăл мар «лава» унăн ывăлĕ, Николай Петрович, туртать. Ял хуçалăхĕнче мĕн ачаран ашшĕпе юнашар пулнăран кунта çĕнĕ çын мар. Чăваш патшалăх аграри университечĕн выпускникĕ юлашки 10 çулта предприятинчех механизаципе, снабженипе вăй хучĕ. Çывăх çыннин воспитанникĕ тесен те йăнăш мар.
- Пирĕн 1650 гектар çĕр. Кăçал тыр-пул 874 гектар, çĕр улми - 105, силос валли куккурус - 190 гектар тата нумай çул ÿсекен курăксем йышăнчĕç. Пур культурăна та агротехнологие пăхăнса акатпăр, лартатпăр. Вăрлăха тăпрана ахаль çеç хывнипе кĕркунне тухăç пулмасть, çавăнпа минераллă удобренисем те хыватпăр, чир-чĕртен, хурт-кăпшанкăран хими препарачĕсене те сапатпăр. Çулленех хура пусă тăратса хăваратпăр, тăпрана пулăхлатма тислĕк тăкатпăр. Вăрлăхсене çĕнетететпĕр.
Ĕçленине, тăрăшнине кура пÿлмесем те тулли. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен тухăçĕ пĕр гектартан 55,4 центнерпа, çĕр улми - 501, куккурус вăрă валли 120 центнерпа танлашрĕ. Кăтартусем иртнĕ çулхинчен кăшт пысăкрах, - терĕ Николай Петрович пĕрлешÿ ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă май. Сăмах май, хуçалăхра халĕ шăпах «иккĕмĕш çăкăра» сутассипе тимлеççĕ. Тымар çимĕçе тĕрлĕ регионтан, Узбекистантан, Казахстанран тата ытти çĕртен те килсе туянаççĕ.
Ака, вырма ĕçĕсене вăхăтра пурнăçлани техника паркĕ пуян пулнипе те çыхăннă. Пĕрлешÿре юлашки 5-6 çулта тракторсемпе кăкарса çÿремелли хатĕрсене патшалăх пулăшăвĕпе усă курса чылай çĕнетнĕ. Механизаторсем хушшинче те çамрăксем нумайăн. Кăçал çеç пиллĕкĕн килнĕ.
«Красное Знамя» пĕрлешÿре ÿсен-тăран тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕсем тачă çыхăнса аталанса пыраççĕ. Çĕнетнĕ, хальхи вăхăтри технологиллĕ витесенче 800 ытла пуç ĕне-выльăх, унтан сăвăнаканни - 414. Хуçалăхра çуллен пысăк пахалăхлă сенаж, утă ытлашшипех янтăлаççĕ. Кăçал силос ямине тепре тунă.
Пĕрлешÿ округра ăратлăхпа ĕçлекен пĕртен-пĕр хуçалăх. Сăкăтра çитĕннĕ ĕне-выльăха муниципалитетри, кÿршĕ тăрăхри, ют регионти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем туянаççĕ.
- Хуçалăх ура çинче çирĕп тăнинче тĕп специалистсен тÿпи пысăк. Валерий Красников агроном, Олег Нрти инженер, Юрий Чернов зоотехник тата ыттисем те пулăшса пымасан малалла каяймастăн. Пĕрлехи вăйпа çеç йывăрлăхсене çĕнсе çитĕнÿсем тума пулать, - терĕ Николай Никифоров.
Ĕçлекенсене те пĕрлешÿре тимлĕх уйăраççĕ. Шалусăр пуçне премисем парса хавхалантарасси, Ял хуçалăх ĕçченĕ кунне, Çĕнĕ çула тата ытти уява пĕрле пухăнса кĕтсе илесси йăлара.
Сăкăтсем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшассине аван йĕркеленĕ. «Красное Знамя» хуçалăх та айккинче юлмасть. Сетка çыхакансене ятарлă пÿсе туянма укçа уйăрать. Çавăн пекех салтаксен ыйтăвĕсене те тивĕçтерме тăрăшать. Ырă туни вара малалла аталанмалли çулсене уçса пырать.
- Малашлăх тĕллевсĕр пулмасть. Техника паркне тата çĕнетесшĕн. Пĕрлешÿри строительство ĕçĕсене кăçал хамăр вăйпах аван пурнăçларăмăр, çитес çул валли те плансем пур. Петр Николаевич хуçалăха аталантарассишĕн ырми-канми вăй хучĕ, вăл хывнă çула малалла тăсмалла, - терĕ ертÿçĕ.
Округри Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕ кунне «Красное Знамя» пĕрлешÿре вăй хуракансем пÿл-
ме тулли тырăпа, тулли кăмăлпа кĕтсе илеççĕ.
Ольга БЕЛЬДЕКОВА
Ноябрь 2026 |
