Ӳпке ракӗнчен сыхланӑр

Категория: Публикации Опубликовано: 13.11.2026, 11:06 Просмотров: 10

Пирӗн ӳпке – ҫут ҫанталӑкӑн чӑн-чӑн парни, вӑл пире пӗр чарӑнмасӑр кислородпа тивӗҫтерет, унсӑр пурӑнма ҫук. Анчах, шел те, ӳпке ракӗ онкологин чи ултавлӑ та анлӑ сарӑлнӑ тӗсӗсенчен пӗри пулса юлать. Ӳпке ракӗнчен сыхланмалли эрнене пӗтӗмлетсе эпир ҫакна аса илтересшӗн: чылай хӑрушлӑха пӗчӗклетме пулать, чире вара – туллин сывалас шанӑҫ чи пысӑк чухне маларах тупма пулать.  Мӗншӗн вӑл ҫав тери пӗлтерӗшлӗ-ши?

Ӳпке ракӗ час-часах сисӗнмесӗрех аталанать. Пуҫламӑш тапхӑрсенче вӑл хӑйне уҫӑмлӑ симптомсемпе кӑтартмасан та пултарать, чир вӑй илсен ҫын ун пирки пӗлет. Ҫавӑнпах профилактика тата вӑхӑтра диагностика тӑвасси – пирӗн чи лайӑх хӳтлӗх. Медицина эксперчӗсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, тӗслӗхсенчен чылайӑшӗ эпир витӗм кӳме пултаракан факторсемпе ҫыхӑннӑ.

Тӗп хӑрушлӑх факторӗсенчен пӗри _ пирус туртни. Ку пирӗн ӳпкесен тӗп тӑшманӗ. Тӗрлӗ хаклав тӑрӑх, ӳпке ракӗн 70-95 проценчӗ шӑпах пирус туртнипе ҫыхӑннӑ. Хӑрушлӑх пирус туртнин фактӗнче кӑна мар, унӑн вӑрӑмӑшӗнче те, туртакан сигарет хисепӗнче те. Пассивлӑ пирус туртни те пысӑк хӑрушлӑх.

Професси хӑрушлӑхӗсем _ асбестпа, радонпа, хромпа, мышьякпа, винилхлоридпа тата ытти сиенлӗ япаласемпе ӗҫлени ӳпкене сиенлетес хӑрушлӑха ӳстерет. Кун пек чухне харпӑр хӑйне хӳтӗлемелли хатӗрсем тата тӑтӑшах медицина тӗрӗслевӗсем питӗ кирлӗ.

Сывлӑш вараланни _  тепӗр сӑлтав. Выхлоп газӗсем, промышленность кӑларӑмӗсем тата вӑйлӑ тусан нумай вӑхӑт тивни ӳпке тӗртӗмне сиенлетме пултарать.

Вӑраха кайнӑ ӳпке чирӗсем. ХОБЛ (вӑраха кайнӑ обструктивлӑ ӳпке чирӗ) е вӑраха кайнӑ бронхит йышши лару-тӑру пирӗн ӳпкене хавшакрах тӑвать.

Несӗллӗх те чир сӑлтавӗ. Сирӗн ҫемьере ӳпке ракӗ пулнӑ тӑк хӑрушлӑх пысӑкрах пулма пултарать. Ку хӑвӑр сывлӑхӑра уйрӑмах тимлӗ пулмалли сӑлтав. Профилактика валли эпир мӗн тума пултаратпӑр? Профилактика вӑл - "тумалла мар" пирки кӑна мар, "тӗрӗс тумалла"пирки те. Пирус туртма пӑрахӑр. Пирус туртатӑр тӑк ӳпкӗре хӳтӗлес тӗлӗшпе чи пӗлтерӗшлӗ утӑм – пӑрахмалла. Ҫак пӑхӑнӑва ҫӗнтерме пулӑшакан программӑсемпе консультацисем пур. Пассивлӑ пирус туртассинчен пӑрӑнӑр. Пирус туртнӑ пӳлӗмсенче нумай вӑхӑт ирттерес мар тесе тӑрӑшӑр. Сывлӑш пахалӑхне сӑнӑр. Килте вӑл лайӑх вентиляци тата тӑтӑшах нӳрӗ тасату пулма пултарать. Хулара май килнӗ таран тасамарлӑх шайӗ пӗчӗкрех маршрутсем суйлӑр. Иммунитета тытса тӑрӑр. Тӗрӗс апатланни, вӑй-хал хастарлӑхӗ, ҫителӗклӗ ҫывӑрни тата стреса тӗрӗслесе тӑни организма кирек мӗнле хӑрушлӑха та лайӑхрах ҫӗнтерме пулӑшать. Хӑвӑр тӗллӗн ан сипленӗр. Вӑраха тӑсӑлакан кирек мӗнле симптомсем пулсан та (ӳслӗк, сывлӑш пӳлӗнни, кӑкӑр ыратни) тухтӑр патне каймаллах.

Диспансеризаци. Ку-сывлӑх тӑрӑмне хакламалли, хӑрушлӑхсене палӑртмалли май пур. Программӑна ӳпке ӗҫӗнчи кӑлтӑксене кӑтартма пултаракан тӗрӗслевсем кӗреҫҫӗ. Кӑкӑр клеткин флюорографийӗ е рентгенӗ. Ҫак тӗпчевсем ӳпкери улшӑнусене малтанхи тапхӑрта тупса палӑртма пулӑшаҫҫӗ. Асра тытмалла: кирек мӗнле тӗрӗслеве те, вӗсен тӑтӑшлӑхне те тухтӑр палӑртмалла. Диагноза хӑвӑр тӗллӗн лартма е шиклентерекен симптомсем тухсан специалист патне кая хӑварма ан тӑрӑшӑр. Хӑвӑр сывлӑха _  чи хаклине _ упрӑр!

Ярослав Шадриков,

Патӑрьелӗнчи тӗп больницӑри врач-рентгенолог

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика