Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарăвĕпе йĕркеленнĕ «Ниме - Халăх бюджечĕ» программăпа усă курса округра çул-йĕртен пуçласа ача-пăча вылямалли лапам таранах çĕнелчĕç.
Çак кунсенче çеç Кзыл Чишмара тата Шăнкăртамра Совет тата Интернационал урамĕсене тикĕс те пахалăхлă çул сарнă. Çакăншăн икĕ ялта пурăнакан та чун-чĕререн хĕпĕртет.
Çывăх вăхăтра тата икĕ проект вĕçленсе пырать. Сăмах май, муниципалитетра «Ниме - Халăх бюджечĕ» программа пулăшнипе 74 объект çĕнелнĕ.
Ноябрь 2026 |
