Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ вăтам шкулта 7А класра вĕренекенсем Хусанта çул çÿревре пулнă. Чи малтанах хулари паллă вырăнсене çитсе курнă. Тутар Республикин Наци библиотекине кĕрсе тухнă. Мăшăрлану керменĕпе, Ирек мечетпе, Çĕр ĕçченĕсен керменĕпе, «Экият» пуканесен театрĕпе паллашнă. Бауман урамĕн тата «Тăван ялăм» комплексăн илемĕпе киленнĕ.
Максим Горький çыравçăн кун-çулĕ Хусанпа тачă çыхăннă, вĕренекенсене паллă çын пирки те пĕлме кăсăклă пулнă.
«Шоколадушка» музейра ачасем шоколад мĕнле тунине тата историне кăсăкланса итленĕ. Çавăн пекех хăйсем те пылак çимĕçе хатĕрленĕ. Кучченеçе килĕсене илсе килнĕ.
Экскурсин малалли пайĕокеанариумра тата экзотеррариумра тăсăлнă. Кунта тинĕс тĕпĕнче пурăнакан 300 яхăн шыв чĕрчунĕ пурăнать. Çул çÿрев пурне те килĕшнĕ.
Ноябрь 2026 |
