Алăран вĕçертсен

Категория: Публикации Опубликовано: 13.11.2026, 11:05 Просмотров: 10

Çак манăн аса илĕвĕм çамрăксене, мăшăрсене кăштах та пулин шухăшлаттартăр, çемье çавăрнă хыççăн вăхăтлăха пыракан илĕртÿллĕ киленÿ хыççăн кайса çемьесене аркатасран асăрхаттартăр.

Бухгалтера ăнăçлăн вĕренсе тухсан мана направленипе ура та пусса курман ют района ĕçлеме ячĕç. Центртан аякрах мар вырнаçнă пĕр ялти организацире ĕçлеме пуçларăм. Çак ялта пулас мăшăрăма Славăна тĕл пултăм. Çÿллĕ те яштака, сенкер куçлă йĕкĕтпе пуçласа район центрне каяс çул çинче паллашрăмăр. Тăватă çул туслă çÿренĕ хыççăн пĕрлешсен пире Славăн ашшĕ-амăшĕ çак ялтах йывăç çурт илсе пачĕ.

Малтанах трактористра вăй хучĕ мăшăрăм. Унтан бригадир пулма шанчĕç ăна. Çемьере ачасем пĕрин хыççăн тепри тĕнчене килчĕç. Хĕр ачасем каснă лартнă ашшĕ пек, кăн-кăвак куçлă, кулнă чух пĕр пичĕ çинче путăк курăнать. Çĕнĕ пÿрт хăпартма шухăшларăмăр.

- Хуçалăхра анчах ĕçленипех çурт лартма çăмăлах мар пуль. Район центрĕнчи кирпĕч заводĕнче укçа-тенкĕ аванах тÿлеççĕ тет. Çавăнта куçмалла мар-ши/ - канашларĕ пĕринче мăшăр.

- Юрĕ эппин. Кăмăлу пулсан куçах урăх ĕçе.

Кулленех икĕ ял урлă вырнаçнă çула такăрлатма пуçларĕ Слава. Çĕнĕ ĕçре ăна тÿрех мастер пулма шанчĕç. Мăшăра яланхиллех шап-шурă кĕпесемпе çÿретрĕм, костюмне вăл вăраннă çĕре кашни кунах якатса хутăм. Ĕçе кайнă чух вĕри апатпа ăсатрăм, вĕри апатпа кĕтсе илтĕм. Ашшĕ таврăнасса ачасем те куç пек кĕтетчĕç. Вĕсемпе чунĕ каниччен вылятчĕ, савăнатчĕ вăл.

Пĕррехинче мăшăрăм киле питĕкая юлса килчĕ.

- Ĕçре чăрмавсем пулчĕç, - сăлтавларĕ çакна.

Çакăн евĕр «чăрмавсем» час-часах пулма пуçларĕç. Слава юлташĕсем мана вăл урăх хĕрарăмпа çыхланса кайнине, çав аскăн хĕрарăмăн черетлĕ «тетти» пулнине систерме пуçларĕç. Çакна ĕненмерĕм, шÿт вырăнне йышăнтăм.

- Слава ун пек мар вăл, - тесе çеç хуравларăм.

Кĕçех Слава пуçласа пĕрре-мĕш хут киле таврăнмарĕ. Çĕрĕпех куç хупмарăм. «Тен, юлташĕсем улталамаççĕ», - текен шухăш пуçран тухмарĕ. Тепĕр кунне вара Слава «çĕнĕ арăмпа» пĕрле килсе япалисене пуçтарса тухса кайрĕ. «Эпĕ Славăна санпа пурăннинчен телейлĕрех тăвăп», - шăл ерсе хăварчĕ хĕрарăм. Çунтăм, тертлентĕм. Каярах шăпапа килĕшрĕм.

Мăшăрăма телейлĕ тăваймарĕ çĕнĕ арăм, кĕçех урăх арçынсемпе явăçса кайрĕ. Пĕринче çул çинче тĕл пултăм мăшăрăм пулнă çынна.

- Пĕлместĕп эпĕ, Настя. Мĕн туса хучĕ манпа вăл хĕрарăм/ Унпа пурăнаймастăп, унсăр та тăраймастăп. Каялла киле те таврăнаймастăп.

Нимĕн калама та аптăрарăм.

- Хăвăн шăпу хăвăн аллунта. Таврăнан пулсан чармастăп, хыççăн та чупмастăп, - тесе хуравларăм та çаврăнса утрăм. Кĕтрĕм ăна, çапах таврăнмарĕ Слава. Пилĕк çул иртсен мăшăрăм Мускавра чухне хăй çине алă хучĕ. Икĕ хĕрĕме çавăтса каялла тăван яла таврăнтăм. Шкул çулĕсенченех туслă пулнă авланман юлташăмпа пĕрлешрĕмĕр, ывăл çуралчĕ. Мухтав Турра, пĕр-пĕрне килĕштерсе лăпкă пурнăçпа пурăнса ирттертĕмĕр ĕмĕре. Хĕрĕмсем те, ывăл та аслă пĕлÿ илсе пурнăç çулĕ çине тухрĕç, мăшăрлă вĕсем кашниех. Халĕмăнукăмăрсемпе савăнатпăр.

Юрататăр пулсан пĕрне-пĕри упрасамăр, туссем, хушшăра ют çынна ан кĕртĕр.

Пурнăç çав тери илемлĕ те илĕртÿллĕ вăл. «Манăн телей çук, шăпа мана телей пÿрмен», - тенине илтме пулать хăш-пĕр çынсенчен. Çапах та шăпа телей пÿрсен те ăна упрама пĕлместпĕр иккен.

Елена ПЕТРОВА.

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика