МĔНĔЛĔКЕХ кĕрхи уйăхсем туйсенчен, ĕçкĕ-çикĕрен пуян пулнă. Ноябрьте шăп 50 çул каялла Шăнкăртамри Ринат Багдатовичпа Миннезухря Минегалиевна Ахметовсем, Искендер Минтагировичпа Зульфия Зиатдиновна Карамасем, Патăрьелĕнчи Василий Николаевичпа Тамара Васильевна Ивановсем, Анат Туçари Владимир Михайловичпа Алевтина Александровна Барановсем, Туçари Анатолий Васильевичпа Светлана Ивановна Шашкинсем пĕр çемье çулĕпе утма пуçланă.
Нăрваш Шăхалĕнчи Николай Степановичпа Антонина Яковлевна Алексеевсен, Тăрăнти Иван Ильичпа Таисия Ивановна Думилинсен, Алманчăри Леонид Федоровичпа Алевтина Федоровна Васькинсен пĕрлешни ку уйăхра шăп 55 çул.
Нăрваш Шăхалĕнчи Николай Гавриловичпа Роза Николаевна Анисимовсене виçĕ ачи, мăнукĕсем çемйисемпе ноябрĕн 25-мĕшĕнче бриллиант туйпа саламлĕç.
Ноябрь 2026 |
