Муниципалитетри Первомайски тата Патăрьел территори уйрăмĕсем 2025 çул кăтартăвĕсемпе çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ. Вĕсем виççĕмĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов муниципалитет органĕнчи территори пайĕсене хавхалантарасси пирки кăларнă хушăва алă пуснă.
Хаклавра ялта пурăнакансем старостăсемпе çыхăну тытнине, ГТО нормативĕсене пама хутшăннине, пуçару проекчĕсене пурнăçланине, хăтлăх кĕртнине, хуçалăх электрон кĕнекине тытса пынине пăхнă. Çавăн пекех сайтри информацисен актуаллăхне, социаллă сетьсем урлă ыйтупа тухма пулнине, вĕсене вăхăтра хуравсем панине, çынсем территори пайĕсен ĕçне мĕнле пахаланине шута илнĕ.
Ноябрь 2026 |
