Пирустуртни сиенлĕ иккенне пĕлетпĕр, анчах нумайăшĕ çав йытă çимен япалана çăвара хыпать. Çамрăксем хушшинче те киревсĕр йăлапа кăсăкланакансем пур.
Тури Чакăри ял библиотекинче тата культура çуртĕнче ĕçлекенсем «Эпир сывă пурнăç йĕркишĕн» акцие хутшăнса шкулта вĕренекенсемпе «Туртни - сывлăха сиен кÿни» темăпа ăнлантару сехетне ирттернĕ. Ачасене пирус сывлăха, уйрăмах çирĕпленсе çитмен организма мĕнле сиенлени пирки тĕплĕн каласа панă. Вăрăм ĕмĕрпе тата сывлăхпа пурăнас тесен спортпа туслашмаллине пĕлтернĕ.
Ачасем хаваспах сывă пурнăç йĕркипе çыхăннă ваттисен сăмахĕсене, каларăшĕсене аса илнĕ. Никотин «тыткăнне» лекни ырри патне илсе çитерменнине пĕлнĕ.
Библиотекăра «Çамрăксем сывă пурнăç йĕркине суйлаççĕ» кĕнеке куравĕ те пуриншĕн те кăсăклă пулнă.
Мероприятие Пушкин карттипе усă курса йĕркеленĕ.
Ноябрь 2026 |
