Çу каçипе ĕçленĕ тăрăшса, вăхăт çитрĕ кĕрекере савăнма

Категория: Публикации Опубликовано: 20.11.2026, 08:26 Просмотров: 14

Округра Ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекен кунне анлăн паллă турĕç

Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов, ЧР экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов, ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Анатолий Такмаков, ЧР Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Александр Шакин, ЧР Патшалăх инспекцийĕн хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти техникăн лару-тăрăвне тĕрĕслекен начальникĕ - тĕп инженер-инспекторĕ Владимир Димитриев, ЧР Патшалăх Канашĕн аграри, экологи, çут çанталăк ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет председателĕ Роман Алексеев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Олег Мешков, Радимир Егоров, Андрей Марушин, «Патăрьел округĕн хисеплĕ çынни» ята тивĕçнĕ Валерий Антонов, Улатăр Епархийĕн Патăрьелĕнчи благочиннăйĕ, Христос çуралнă ячĕллĕ Первомайскинчи чиркÿ настоятелĕ Сергий Пегасов протоиерей, ЧР Мăсăльмансен Тĕн управленийĕн председателĕ Мансур хазрат Хайбуллов, ял хуçалăх предприятисен, фермер хуçалăх, тирпейлекен промышленность ертÿçисемпе тĕп специалисчĕсем, вĕсенче вăй хуракансем, аграри ветеранĕсем тата ытти сумлă хăнасем хутшăнчĕç.

Кооператив

аталану çулĕ çинче

Уяв ырă пулăмран пуçланчĕ. Мероприятие хутшăнакансем сĕт тирпейлессипе ĕçлекен Хирти Пикшикри «Молочные зори» кооперативпа паллашрĕç. Кунта темиçе тĕрлĕ сыр, услам çу, хăйма тата ыттине те хатĕрлеççĕ. Кăçал сыр тăвакан тепĕр лини хута кайнă. Çакă ассортимента тата ÿстерме май парать. Çавăн пекех хальхи вăхăтри сивĕтекен оборудованисемлĕ, продукцисене тивĕçлĕ шайра упрама пулăшакан склад, Раççей, çывăхри чикĕ леш енне тухма май паракан сĕте типĕтекен производство цехĕ тума пикеннĕ.

Производство аталаннăçем кооперативра çут çанталăка упрасси патне те тимлĕх ытларах уйăраççĕ. Хальхи вăхăтра тасатакан сооружение хута ярассине вĕçлесе пыраççĕ. Комплекс талăкра вараланнă 1200 кубла метр шыва темиçе тĕрлĕ фильтр урлă тасатса кăларать. Проекта ĕçе кĕртме 100 млн тенкĕ ытла хывнă.

Тулăх кĕркунне -

ĕç çыннине пысăк парне

Кĕрхи кун кĕлетсем тулли пуласси çуркунне, çулла мĕнле вăй хунинчен нумай килет. Патăрьелсем яланах тăрăшулăхпа, ĕçченлĕхпе палăрнă. Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Федоров тунă доклад та çакнах çирĕплетрĕ.

Кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен тухăçĕ пĕр гектартан вăтамран 37,4 центнерпа танлашнă. Кăтарту иртнĕ çулхинчен пысăкрах. Тыр-пул çитĕннĕ лаптăкăн 30 процентне элита вăрлăхсем никĕсе хывнă. Тухăç кăтартăвĕпе малти вырăнсене «Батыревский», «Исток», «Красное Знамя» хуçалăхсем йышăннă.

Владимир Викторов ?«Батыревский» пĕрлешÿ%, Анатолий Патшин ?«Исток»%, Николай Чернов ?«Красное Знамя»% чи лайăх комбайнерсем пулнă.

Çулталăк пуçланнăранпа, уйрăм хушма хуçалăхсемпе пĕрле, ял хуçалăх тата тăпрана кăпкалатакан техника 18 единица туяннă: 6 трактор, тыр-пул çапса тĕшĕлекен пĕр комбайн, кăкарса çÿрекенни 10 ытла.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те çитĕнÿсем пур. Паяна сĕт суса илессипе «Труд» кооператив малтисен шутĕнче. Кунта пĕр ĕнерен вăтамран 7878 килограмм сунă. Республикăри кăтартуран 8 процент пысăкрах. Çавăн пекех сăвăм «Исток» çĕр ĕç фирминче - 7130, «Куснар» çĕр ĕç фирмин Первомайскинчи уйрăмĕнче - 7013, «Красное Знамя» пĕрлешÿре 6460 килогрампа танлашнă.

Çĕнĕлĕхсем

пурнăçа кĕреççĕ

Ял хуçалăх продукцине тирпейлессипе 6 кооператив тата 6 фермер хуçалăхĕ ĕçлет. Вĕсем какайран 100 тĕрлĕ ытла çимĕç е çурма фабрикат, 17 тĕрлĕ сĕт продукцийĕ, 18 тĕрлĕ сыр тата «Чебо» маркăпа 14 тĕрлĕ чипсы кăлараççĕ.

Округра агропромышленность комплексне инвестици хывасси те лайăх аталаннă. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче çĕнĕ объектсем çĕклеççĕ, парксене модернизацилеççĕ, малти технологисене пурнăçа кĕртеççĕ. Акă, кăçал «Труд» кооперативра 240 ĕне-выльăх вырнаçмалăх вите туса пĕтернĕ. Кунта ĕнесене робот сăвать.

Паяна муниципалитетра 15 инвестици проектне хута ямалла. Вĕсем уçăлсан тата 200 ĕç вырăнĕ хутшăнать. Чи пысăк объектсен шутĕнче «Эко-продукт» кооперативăн сĕте тирпейлекен, «Агросоюз» кооперативăн какая ваклакан цехĕсем кĕреççĕ.

Грант пулăшăвне илекенсем хушшинче те Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем нумайăн. Кăçал республикăра ял хуçалăх таварĕ туса илекен 14 хуçалăх патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ, вĕсенчен 11-шĕ - Патăрьелсем.

Агропромышленность комплексĕн малашлăхĕ паянхи çамрăк ăруран нумай килет. Республикăри ял хуçалăх министерствипе вырăнти ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем пулăшнипе вĕсене ачаран çĕре, тăван тăрăха юратма вĕрентес тĕллевпе 5 ача садĕнче агролабораторисем уçнă. Сăмах май, Шăнкăртамри çул çитменнисен «Ромашка» учрежденин тĕслĕхĕпе Чăваш Енĕн ытти тăрăхĕсенче те усă кураççĕ. Агролаборатори «Баракат» кооператив ертÿçи, вырăнти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Дамир Земдиханов пулăшнипе хута кайнă.

«Агропромышленность комплексĕнчи кадрсем» федераци проекчĕпе Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта 5 агротехнологи класĕ уçăлнă. Проекта пурнăçа кĕртме Чăваш аграри университечĕ, «Батыревский» пĕрлешÿ, Валерий Кузнецов индивидуаллă предприниматель пулăшаççĕ.

Ял хуçалăхĕнче çитĕнÿсем пĕр кунта пулмаççĕ. Паянхи кăтартусенче агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен тивĕçĕ пысăк. Вĕсен опычĕ, канашĕ халĕ те пĕлтерĕшлĕ.

Уявра Равиль Ямалетдинов, ЧР экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов, ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Анатолий Такмаков, ЧР Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Александр Шакин, ЧР Патшалăх инспекцийĕн хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти техникăн лару-тăрăвне тĕрĕслекен начальникĕ - тĕп инженер-инспекторĕ Владимир Димитриев, ЧР Патшалăх Канашĕн аграри, экологи çут çанталăк ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет председателĕ Роман Алексеев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Олег Мешков, Радимир Егоров, Андрей Марушин, Улатăр Епархийĕн Патăрьелĕнчи благочиннăйĕ, Христос çуралнă ячĕллĕ Первомайскинчи чиркÿ настоятелĕ Сергий Пегасов протоиерей, ЧР Мăсăльмансен Тĕн управленийĕн председателĕ Мансур хазрат Хайбуллов, «Патăрьел округĕн хисеплĕ çынни» ята тивĕçнĕ Валерий Антонов тата ыттисем те çĕр ĕçченне сĕтел çинче кăпăшка çăкăршăн, аш-какайпа сĕт-çушăн ăшшăн тав турĕç. Тĕрлĕ шайри наградăна тивĕçнисене чысларĕç.

Мероприятие культурăпа кану центрĕнче ĕçлекенсем юрă-ташăпа илем кÿчĕç.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика