Красномайскинче чăвашсем çеç мар, тутарсем те туслăн, килĕштерсе пурăнаççĕ. Вĕсем ялти çăлкуç шывĕн сиплĕхне яланах туйнă. Тĕхĕмлĕ чей хатĕрлеме аякри çăлкуçранах шыв йăтнă. Юлашки çулсенче ял халăхĕн кивĕ çăл таппине тирпейлес шухăш çуралнă. Палăртнине ĕçе кĕртме Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарăвĕпе пурнăçланакан «Ниме - Халăх бюджечĕ» пограммăпа усă курнă. Çăлкуçа, çавăн пекех территорие тасатнă, шыв илме анса хăпармаллине тунă.
Çак вырăн çынсемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çăлкуçпа юнашарах Николай Чудотворец çветтуй купелĕ пур. Халĕ шыв ăсма килекенсем чун лăпкăлăхне те тупаççĕ. Сăмах май, юнашар ялти Алманчăра та купеле халăх хастарлăхĕпе уçнă. Муниципалитетра хăтлăх тата илем кĕртессипе йĕркелекен «Чи лайăххи» конкурсра «Чи лайăх общестăвалла вырăн» номинацинче те çĕнтернĕччĕ.
Ноябрь 2026 |
