Ачаран суйланă професси хавхалану кÿрет

Категория: Публикации Опубликовано: 20.11.2026, 08:35 Просмотров: 12

Патăрьелĕнчи тĕп больницăра акушер-гинекологра ĕçлекен Надежда Сугутская ?сăн ÿкерчĕкре% мĕн ачаран шурă халат тăхăнса çынсене сыватма ĕмĕтленнĕ. Ангинăпа чирлесен Кзыл Чишмари участок больницинче сипленнĕ вăхăтра та, вĕренекенсен сывлăхне тĕрĕслеме тухтăрсем килсен те вĕсем çине ăмсанса пăхнă. Алманчăри вăтам шкултан кĕмĕл медальпе вĕренсе тухсан палăртнине пурнăçлама Шупашкарти Илья Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче пĕлĕвне малалла аталантарнă.

- Виççĕмĕш курсра пире практикăна ячĕç. Эпĕ Патăрьелĕнчи тĕп больницăнах пуçламăш хăнăхусене алла илме килтĕм. Интернатура тухнă чухне, халĕ ординатура, иккĕмĕш çур çулта мана ĕçлемех чĕнчĕç. Иван Пантелеймонович Казаковпа Валентина Семеновна Васильева акушер-гинекологсем пысăк опытлă пулнăран вĕсенчен нумай вĕрентĕм, - терĕ 1977 çулта çуралнă Алманчă хĕрĕ, Туçа кинĕ.

25 çул ытла Надежда Алексеевна больницăра ĕçлет. Пĕрремĕш кунранпах унпа юнашар Ирина Селиванова медсестра тăрăшать. Икĕ çамрăк специалист хăвăрт пĕр чĕлхе тупнă. Татьяна Жирнова акушер-гинекологпа та çывăх. Пĕр-пĕрне ăнланса вăй хураççĕ, пулăшаççĕ. Сывлăх хуралĕнче çапла пулмалла та ĕнтĕ.

- 2011 çулта УЗИпе пăхма вĕренме ячĕç. Çĕнĕлĕхе хăвăрт алла илтĕм. Паян ача кĕтекен, тĕрĕсленме килнĕ хĕрарăмсене йышăннипе пĕрлех ультрасасă тĕпчевĕпе те ĕçлетĕп. Ача çуратмалли уйрăм пур чухне операцисене те хутшăннă, каçхи дежурствăра та пулнă, - терĕ калаçу сыпăннă май Надежда Алексеевна.

Тухтăр ĕçĕ çăмăл мар. Вăл паянхи куна мĕнле ирттерсе ярасси пирки те палăртаймасть. Йывăр чирлĕ пациент килсен апат çиесси е киле каясси пирки те манма тивет. Кун пекки Надежда Алексеевнăн пĕрре мар пулнă, анчах пĕрех кашни ир сиплев çуртне хаваспа утать.

- Мана хам суйласа илнĕ професси питĕ килĕшет. Пирĕн ĕç çĕнĕ пурнăçа кун çути парассипе çыхăннă. Ашшĕпе амăшĕ сывă та тĕрĕс-тĕкел ача алла илсен эпир те савăнатпăр, пире малалла вăй хума та хавхалантарать. Шел пулин те, ача çуратакансем сахалланса пыраççĕ. Эпĕ ĕçлеме пуçланă çулсенче çулталăкне 500тен кая мар пепке çуралатчĕ, халĕ чылай чакрĕ. Çакă пăшăрхантарать.

«Çĕнĕ кайăксем» ытларах вĕçсе килччĕр тесе йышăнăва килнĕ çамрăк хĕрарăмсене калаçтаратпăр. Хырăм пăрахас текеннисен шухăшĕсене улăштарма хушăран çирĕпрех калама та тивет. Кайран çавсемех йăнăш утăм тума паманшăн тав сăмахĕсем калаççĕ, - пĕлтерчĕ Надежда Сугутская.

Тухтăра чирсем çамрăкланса пыни те пăшăрхантарать. Хĕрарăмсем хушшинче кăкăр ракĕпе нушаланакансем нумайланнине палăртать, çавна май диспансеризаци тухмаллине, маммографи тумаллине аса илтерет. Вăхăтра тупса палăртнă чире парăнтарма та çăмăлрах.

Надежда Алексеевна ĕçрен ывăнса таврăнсан та ?тухтăр каçхи 5-6 сехетсĕр те килне каймасть% çемйи валли яланах вăхăт тупать. Паян ăна килĕнче мăшăрĕ - Николай Георгиевич - кĕтет. Икĕхĕрĕ те Шупашкарта. Настя амăшĕн çулнех суйласа илнĕ. Вăл Илья Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче вĕреннĕ. Хальхи вăхăтра ординатура тухать. Ольга асăннă аслă шкулăн юридика факультетĕнче ăс пухать.

Тăрăшулăхне кура Надежда Сугутская округ, республика шайĕнчи Тав, Хисеп хучĕсене илнĕ. Кăçал вара вăл муниципалитетăн Хисеп хăми çине кĕме тивĕçнĕ.

Ольга БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика