Треньел пĕчĕкрех кăна ял, анчах унта пысăк чун-чĕреллĕ çынсем пурăнаççĕ. Вĕсем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ. Ял ушкăнĕнче культура çуртне хÿтĕлев сетки çыхма чĕнсе ярасса кĕтсе çеç тăраççĕ.
- Ялти Сергей Тарасов «Батыревский доброволец», «СВОи Батыревский район» волонтерсен ушкăнĕсемпе пĕрле темиçе хутчен те пĕрремĕш кунранпах Украинăри ятарлă çар операцине гуманитари пулăшăвĕпе çÿренĕ, çавăнпа та салтаксене мĕн-мĕн кирлине лайăх пĕлет. Шăпах вăл хÿтĕлев сеткисем кирли пирки каларĕ. Сергей Алексевичпа Юрий Петрович Тинюков станокне туса, пусмине туянса пачĕç. 2023 çулхи июнь уйăхĕнче хÿтĕлев хатĕрĕсем çыхма пуçларăмăр. Каярах вара хамăрах сеткине те, спандбондне те туянтăмăр. Окоп çуртисене те нумай тунă. Неонацистсемпе кĕрешекен ялти салтаксем амансан вĕсене, ыттисене те медикаментсем е ытти япала туянма укçа пухса паратпăр. Çавăн пекех «СВОи Батыревский район», «Батыревский доброволец» ушкăнсем йĕркелекен акцисене те хастар хутшăнатпăр. Паллах, ял халăхĕ пурне те хăй çеç вăй çитереймест, хулара е ытти тăрăхра пурăнакансем те пулăшаççĕ, - терĕ Тамара Соловьева староста. Сăмах май, Тамара Александровна ялшăн чун-чĕререн тăрăшакан çын. Хÿтĕлев сеткисене çыхассине йĕркеленисĕр пуçне хăтлăх, тирпей-илем кĕртессипе тата ытти ыйтăва та татса парассипе çине тăрса ĕçлет.
Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем ыйтнипех Треньелсем пенопластран та ятарлă хÿтĕлев хатĕрне çыхаççĕ. Кирпĕч евĕр е кăшт унран пысăкрах каснă пенопласта капрон чăлха, колготки тăхăнтараççĕ. Аякран вара вăл чул купи пекех курăнать. Шăмăршăсем те кунта килсе мĕнле ăсталамаллине вĕренсе кайнă.
- Владимирпа Антонина Положинсем, Вячеславпа Светлана Портновсем пенопластпа тивĕçтерчĕç. Пĕр сеткине хатĕрлеме виçĕ штукран кая кирлĕ мар. Капрон колготкисене хуларисем те пуçтарса килсе параççĕ. Салтаксене питĕ пулăшас, çĕнтерĕве хăвăртрах çывхартас килет. Тăватă квадракоптер туянса ярса патăмăр, виççĕшне хамăр ял каччи патне, пилотсăр вĕçекен хатĕрсемпе ĕçлекен Вячеслав Чуркин патне çитернĕ. Федор Логунов хăйĕн çăмăл машинине вăрçă хирне ăсатрĕ. Лидия Михайлован ывăлĕ неонацистсемпе кĕрешет. Лидия Николаевна Сергей Тарасовпа пĕрле ывăлĕ тăракан çар чаçне гуманитари пулăшăвĕпе кайса килчĕ. Генератор та илсе панă. Тĕрĕссипе, кашнийĕ салтаксене мĕнле те пулсан тимлĕх уйăрма тăрăшать: сало, маринадланă хăяр-помидор, çăмарта, тăхăнмалли парса яраççĕ. Раиса Савельева 80 çултан иртнĕ пулсан та çĕшыва хÿтĕлекенсем валли кучченеç хатĕрлет. Пирĕн ĕçе хаклани те кăмăллă. «Чăваш Енри «Пĕрле» аталану фончĕн Тавĕ, 45863 çар чаçĕн командованийĕн Тав çырăвне тивĕçни тата хавхаланса вăй хума хистет, - терĕ Тамара Александровна.
Хÿтĕлев сеткисене çыхма ялти çынсем хаваспах çÿреççĕ. Людмила Галкина, Валентина Иванова, Александра Муськина, Ирина Терентьева кашнинчех килме тăрăшаççĕ. Çавăн пекех Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансен амăшĕсене те кунта курма пулать. Вĕсем ывăлĕсене халăх çапла пулăшнăшăн савăнаççĕ.
- Икĕ ывăл пирĕн çемьере, асли контракт çырса Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнать. Слава виççĕмĕш çул неонацистсемпе кĕрешет. Пилотсăр вĕçекен хатĕрсемпе ĕçлет. Шел пулин те, отпуска та час-часах килеймест. Кайнăранпа та пĕрре çеç ăна киле канма янă. Мăшăрĕпе икĕ ывăлĕ те кĕтеççĕ.
Вячеслав ял халăхĕ хăйĕн вăйĕпе икĕ тата «СВОи Батыревский район» волонтерсен ушкăнĕпе пĕрле пилотсăр вĕçекен пĕр хатĕр туянса панăшăн савăнать, пурне те тав тăвать, - терĕ «Большой» чĕнÿпе çÿрекен салтак амăшĕ Тамара Чуркина. Çакна та каласа хăварас килет: Вячеслав Валерьевич салтак тивĕçне пурнăçланă чухне майăн 9-мĕшĕнче Мускавра Хĕрлĕ лапамра йĕркелекен парада та хутшăнма тивĕçнĕ.
Сергейпе Александра Тарасовсен ывăлĕ 2013 çултанпа контрактпа çар ре-
тĕнче тăрать. 2022 çулхи май уйăхĕнчен Алексей Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнать. Маларах Абхазинче пулнă. Сергей Алексеевич темиçе хутчен неонацистсене хирĕç кĕрешекенсем патне гуманитари пулăшăвĕ леçме çÿренĕ. Хăй каяйман чухне автомашинине парса янă. Вăрçă тути-масине питĕ лайăх пĕлет.
- Алексей салтака кайсанах разведкăраччĕ, нумай пулмасть танкпа çÿреме пуçларĕ. «Паттăрлăхшăн», Жуков, Суворов медалĕсене тивĕçнĕ, - тесе пĕлтерчĕ Александра Алексеевна.
Треньелĕнчен Украинăри ятарлă çар операцине Михаил Юрмин, Николай Михайлов, Федор Портнов, Иван Тарасов, Иван Шуворов, Леонид Паймин, Сергей Семенов хутшăнаççĕ. Максим Муськин та фашист юлашкисемпе кĕрешнĕ, йывăр аманнă хыççăн, Владислав Шуворов тивĕçлĕ канăва кайсан килĕсене янă. Шел пулин те, ашшĕпе ывăлĕ Иванпа Алексей Салминсем, Олег Галкин, Андрей Игорев, Даниил Сорокин вăрçă хирĕнче ĕмĕрлĕхех паттăрла куçне хупнă.
Хÿтĕлев сеткисем салтаксене паян питĕ кирлĕ. Çакна Треньелсем ăнланаççĕ, çавăнпах тăрăшсах каçсерен пухăнса ĕçе пуçăнаççĕ.
Ольга ПАВЛОВА
Ноябрь 2026 |
