Артем Волков: «Чăваш чĕлхи çапăçу хирĕнче те пулăшу»

Категория: Публикации Опубликовано: 20.11.2026, 08:37 Просмотров: 13

Çак кунсенче Шупашкарта Чăваш Наци конгресĕн Мăн Канашĕ иртнĕ. Унăн ĕçне Украинăри ятарлă çар операцин участникĕ, Патăрьел тăрăхĕнчи Тăрăн ялĕнче çуралса ÿснĕ Артем Олегович Волков та хутшăннă. СВО паттăрĕ Мăн Канашра тухса калаçни пурин чунне те хускатнă.

Вăл чăваш чĕлхи çапăçура хăйне майлă шифр пулнине, ăна тăшман искусствăлла интеллект мелĕпе те пĕлейменни пирки каласа панă. Чăвашсем çар операцийĕнче те маттур та хăюллă пулнине, пĕр-пĕриншĕн кар тăнине пĕлтернĕ. Артем тăван чăваш чĕлхипе таса та илемлĕ калаçни пуриншĕн те тĕслĕх пулнă.

Каччă 19 çул тултарнă хыççăн 2025 çулхи июль уйăхĕнче хăй ирĕкĕпе контракт çырса СВОна тухса кайнă. Чăваш полкĕнче служит тунă. Çулталăкран йывăр аманнă. Чылай вăхăт госпитальте сипленнĕ, урине протез лартнă хыççăн ăна килне янă. Паянхи кун Шупашкар хулинче пурăнать.

Артем Волков çар операцийĕнче «За воинскую доблесть», «Участник СВО», Жуков медалĕсене илме тивĕç пулнă. Мал ĕмĕтлĕ 20 çулхи çамрăк каччă пысăк шанчăкпа, ырă тĕллевпе пурăнать.

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика