Тĕрлĕ çар чаçĕнче службăра тăнисем пĕрлехи вăйпа стелăсем, палăксем вырнаçтарасси йăлана кĕчĕ. Ырă пуçарăва Каншелсем те хапăлласах йышăннă. Çак кунсенче кунта стратегилле пĕлтерĕшлĕ ракета çарĕнче службăра тăнисем, вĕсем вуннăн, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрла пуçне хунă салтаксене асăнса лартнă палăкпа юнашар хăйсен вăйĕпе Асăну стеллине вырнаçтарнă. Ăна савăнăçлă лару-тăрура уçнă.
Мероприятие Первомайски территори пайĕн начальникĕ Наталия Ермошкина, округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Александр Иванов, Каншел тата Первомайски старостисем Алексей Ермиловпа Арсентий Иванов тата ял çыннисем хутшăннă.
— Ку паллă архитектура объекчĕ çеç мар, вăл стратегилле пĕлтерĕшлĕ ракета çарĕнче службăра тăнисене тата хальхи вăхăтра çар тивĕçне пурнăçлакансене мирлĕ тÿпене хÿтĕленĕшĕн тав туни те. Çавăн пекех çамрăк ăрăва патриотла воспитани пама та пулăшать, — тенĕ Наталия Ермошкина сăмах илнĕ май.
Çывăх вăхăтра Тинĕс çар флотĕнче службăра тăнисем, чикĕ хуралçисем çар паллисене вырнаçтарма хатĕрленеççĕ.
Ольга ПЕТРОВА
Октябрь 2026 |
