«Туризм тата тараватлăх» наци проекчĕ агротуризма аталантарассине, Раççейри çул çÿреве кăсăклăрах, ял территорийĕсене бизнес тата туристсем валли илĕртÿллĕрех тăвассине тимлĕх уйăрать. Проектпа килĕшÿллĕн 2023 çулта Шăнкăртамри Марат Валеев ял туризмне аталантарма «Агротуризм» федераци грантне тивĕçнĕччĕ. Унăн пĕтĕмĕшле хакĕ 10,8 млн тенкĕпе танлашнă, 8,1 млн тенкине шăпах патшалăх панă, ыттине фермер хăйĕн укçине хывнă.
Çак кунсенче «Çĕрпÿ — Ульяновск» федераци трасси çывăхĕнче, Шăнкăртамран инçе мар, вырнаçнă «Долина» кану бази халăха йышăнма пуçланă. Субсидипе тĕллевлĕ усă курса кунта агротуризма аталантарма тивĕçлĕ условисем тунă. Хăтлă кану валли тăпăл-тăпăл хăна çурчĕсем, мунча, ушкăнпа ларма беседкăсем, спорт тата ача-пăча лапамĕсем пур.
Ял туризмне юратакансем база территоринче çитĕнекен çырласене, пахча çимĕçе тутанса пăхма, экологи сукмакĕпе уçăлса çÿреме, çавăн пекех лашапа е квадроциклпа ярăнма, сăн ÿкерчĕксем тума пултараççĕ. Каç кÿлĕм тутар тата чăваш наци апачĕсене тутанас текенсене ресторанта кĕтеççĕ.
Октябрь 2026 |
