Чăваш Республикинчи муниципалитет округĕсенче октябрĕн малтанхи икĕ эрнинче Ял хĕрарăмĕсен кунне халалланă тĕл пулусем, культура, спорт мероприятийĕсем иртеççĕ.
Çак кунсенче Ял хĕрарăмĕсен кунĕ умĕн Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шулта Республикăри хĕрарăмсен Союзĕн председателĕн çумĕ, Шупашкарти «Планета» кондитерскин директорĕ Луиза Дроздова пулнă.
Луиза Андреевна вĕренÿ учрежденийĕнче ачасемпе «Манăн ялти карьера: ĕмĕтрен чăн пурнăçа çити» темăпа класс сехечĕ ирттернĕ. Питĕ интереслĕ, чĕрĕ калаçу евĕр пулнă тĕл пулу. Нумай çул хушши «Планета» кондитерскине ăнăçлă ертсе пыракан Патăрьел муниципалитет округĕн хисеплĕ гражданинĕ аслă класра вĕренекенсене пурнăçра тĕрĕс професси суйласа илесси, ял пурнăçĕ ăна ĕçчен те пултаруллă, ăнăçуллă хĕрарăм пулма çул уçни пирки каласа панă, ачасен ыйтăвĕсене хуравланă.
Тĕл пулăвăн иккĕмĕш пайĕ Патăрьелĕнчи тĕп вулавăшра хастар хĕрарăмсен ушкăнĕпе малалла тăсăлнă. Патăрьел муниципалитет округĕнче ытти çемьешĕн ырă тĕслĕхлĕ ял хĕрарăмĕсем, ача амăшĕсем сахал мар. Шăпах пултаруллисенчен пултаруллисене, общество ĕçне хастар хутшăнакансене Луиза Андреевна сумлă лару-тăрура тĕрлĕ наградăпа чысланă. Патăрьелĕнчи Ирина Иванова нумай ачаллă амăшне Раççейри хĕрарăмсен Союзĕн «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕн çăлтăрĕ» («Звезда родительской славы») медале тивĕçнĕ ятпа саламланă.
Ятарлă çар операцийĕн участникĕсен амăшĕсем пирки ырă та ăшă сăмахсем илтме те кăмăллă пулнă. Вĕсем «Песни о СВОих» республика конкурсĕнче те Патăрьел муниципалитет округĕн чысне тивĕçлипе хÿтĕленине палăртнă Луиза Дроздова, коллектива Хисеп Грамотипе чыс туса саламланă.
Вулавăшри тĕл пулу пуриншĕн те ăшă, кăмăллă иртнĕ. Ял хĕрарăмĕсем пĕр-пĕринпе чунтан уçăлса калаçнă, ырă сĕнÿ-канашпа, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă. «Планета» кондитерски йĕркеленĕ мастер-класс вара ача амăшĕсене çемьере тутлă çимĕçсен вăрттăнлăхĕпе туллин усă курма май парĕ.
Альбина НИКОЛАЕВА
Октябрь 2026 |
