Хастар хĕрарăм, пултаруллă педагог, ыр кăмăллă ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 16.10.2026, 09:01 Просмотров: 13

Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен канашĕ йĕркеленипе кашни муниципалитет округĕнчех «Ял управçи» социаллă проект пурнăçа кĕрсе пырать. Чăваш Енри халăхсен туслăхĕн çулталăкĕнчи Ял хĕрарăмĕсен уявĕ умĕн Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те тĕрлĕ сферăра хăйсене кăтартнă пултаруллă та хастар хĕрарăмсемпе, СВО участникĕсен амăшĕсемпе, «Ял управçисемпе» тĕл пулусем, çавра сĕтелсем, вечер-портретсем, куравсем йĕркеленĕ. Кашни мероприяти хăйне евĕр йĕр хăварнă, асра юлнă.

«Авангард» хаçат вулаканĕсем Ыхра Çырминчи чăваш чĕлхипе литтературине вĕрентекен хисеплĕ учительница, хаçатăн çывăх тусĕ Светлана Пантелеймоновна Кулакова пирки çырнă статьясене те, хăй шăрçалакан хыпар-хăнара, калавĕсене те сахал мар вуланă. Ĕçтешĕсем, тавра ялта пурăнакансем учительница хастарлăхĕ пирки ытларах та пĕлеççĕ. Çапах та Патăрьелĕнчи тĕп вулавăшра Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ хисеплĕ учительниципе йĕркеленĕ тĕл пулу Светлана Пантелеймоновна чăннипех те тăван Ишек ялĕн управçи пулнине тепĕр хут çирĕплетсе панă. «Ролĕ нумай — чĕри пĕрре» вечер-портрет мероприятие хутшăннисем вĕрентекен пирки вулавăш ĕçченĕсем туллин каласа панисене те, авторăн техĕмлĕ те тулли тĕшĕллĕ сăмахĕсене те кăмăлтан итлесе ларнă.

Хисеплĕ педагогсен çемйинче çитĕнсе династие малалла тăсакан учительница 35 çул Ыхра Çырминчи вăтам шкулта тăрăшать. Çак тапхăрта вăл ачасенчен çеç мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕнчен те сахал мар ырă та ăшă сăмаха тивĕçнĕ. Чи кирли тата пĕлтерĕшли — педагогăн професси ăсталăхĕ ÿссе пыни, ĕçĕн результачĕ савăнтарни. Юлашки 5 çулта Светлана Кулакова чăваш чĕлхипе литератури енĕпе Пĕтĕм Раççейри олимпиадин ултă призерне хатĕрленĕ. Унсăр пуçне ĕçри ытти çитĕнĕвĕсем те пайтах.

Педагог шкул ĕçĕпе çеç çырлахса лармасть. Округра чăваш чĕлхи учителĕсен пĕрлĕхне чылай çул ăнăçлă ертсе пырать. 2021 çултанпа Чăваш наци конгресĕн вырăнти уйрăмне те ăнах шанса панă. Контактра социаллă сетьре «Чăваш чĕлхи — чĕкеç чĕлхи» каналпа (10000 ытла подписчик) тирпейлĕн кăсăклă та усăллă хыпарсемпе паллаштарать. Анлă тавра курăмлă вĕрентекен Светлана Кулакова «Сан яту — Вĕрентекен», «Иртнĕ кунсен çути» кĕнекесен авторĕ те. Усăр пуçне юратнă мăшăр, кукамай-асанне икĕ хутчен республикăра йĕркелекен «Эпĕ — Хĕрарăм» конкурса хутшăнса пысăк хастарлăх кăтартнă.

Тĕл пулура библиотека системин директорĕ Алевтина Овчинникова, округри хĕрарăмсен канашĕн вырăнти уйрăмĕн председателĕ Алена Горшкова, администрацин экономика секторĕн заведующийĕ Валентина Фролова Светлана Кулакова пултаруллă педагог, общество хастарĕ, тăван тăрăх аталанăвĕшĕн ырми-канми тимлекен хĕрарăм «Ял управçи» ята чăннипех те тивĕçлине, çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх пулнине çирĕплетнĕ.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика