Патăрьелĕнчи ача-пăча пултарулăх шкулĕнче «Патăрьел шурăмпуçĕ» ятпа ирттернĕ Уçă алăксен кунне Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалларĕç. Вăл «Çемье» наци проекчĕпе тата республикăри «Çемьери хаклăхсем тата инфратытăм культури» проектпа килĕшÿллĕн иртрĕ.
Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ Светлана Чернова, округ администрацийĕн культура, туризм тата информаци тивĕçтерÿ пайĕн начальникĕ Наталия Никитина, Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн председателĕ Алена Горшкова, муниципалитетри Ашшĕсен канашĕн председателĕ Николай Андреев, вĕренекенсен ашшĕ-
амăшĕ, ачасем хутшăнчĕç. Хăнасене пултарулăх шкулĕн директорĕ Алина Антонова хушма пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕн пурнăçĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ.
Ача-пăча пултарулăх шкулĕ «Çемье» наци проекчĕ пулăшнипе чылай çĕнелнĕ. Кунти техникăпа пурлăх базине пуянлатма 7 млн тенкĕ уйăрнă. Паллах, çакă çамрăксен ăсталăхне тата лайăхрах аталантарма, тĕрлĕ шайри конкурсра çитĕнÿсем тума çул уçать. Акă, музыка уйрăмĕнче вĕренекенсем валли 43 кĕвĕ инструменчĕ илнĕ: рояль, пианино, купăссем, ксилофон, гитарăсем...
Сăрă ăстисен уйрăмĕ мольбертсемпе, ÿкерчĕксене типĕтекен хатĕрсемпе, этюдниксемпе тата ытти япаласемпе пуянланнă. Çĕнĕ хатĕрсемпе кашнийĕ кăмăлтан усă курать. Çавăн пекех вĕрентÿ пособийĕсем педагогсене ĕçре пысăк пулăшу кÿресси те паллă. Витринăсемпе шкафсем те пурте вырăнлă.
Наци проекчĕ цифровизаци аталанăвне те витĕм кÿнĕ. Вĕренекенсем графика планшечĕсемпе тата ноутбуксемпе усă курса тĕрлĕ ÿкерчĕк хатĕрлеççĕ.
Хăнасем сăрăпа ÿкерме, тăмран тĕрлĕ япала ăсталаса илемлетме вĕренекенсен класĕсене кĕрсе туллин паллашма пултарчĕç. «7 нота Ç 7 тĕс» перформанс-курав та пурне те кăсăклантарчĕ. Кунта çĕнĕ музыка инструменчĕсене, литературăна, чи лайăх ÿкерчĕксене презентациленĕ.
Уяв концерчĕ хĕр ачасемпе арçын ачасен вокалти, хореографинчи пултарулăхне кăтартакан номерсенчен пуян пулчĕ. Кĕвĕ инструменчĕсемпе чуна хумхантаракан çемĕсем янăрарĕç. Кашнийĕ çамрăк ăрăвăн пуласлăхĕ чăннипех те пысăккине курса ĕненчĕ.
Ольга ПАВЛОВА
Октябрь 2026 |
