Патăрьелĕнчи Мăшăрлану керменĕнче çемьери савăнăçа — ача çуралнине, çемье çавăрнине, çемье юбилейĕсене — чыслă лару-тăрура йĕркелесси ырă йăлара. Иртнĕ эрнере Ашшĕсен кунĕ умĕн Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн ЗАГС пайĕнче пурнăç çулĕпе 50 çул пĕрле утакан хисеплĕ виçĕ мăшăра муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов, Шăнкăртам, Патăрьел территори пайĕсен пуçлăхĕсем, çывăх тăванĕсем саламларĕç.
Ылтăн юбилейçĕсем кашниех кăтартуллă мăшăр, ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ çемье. Çур ĕмĕр пĕр сукмакпа утакан хисеплĕ мăшăр кашниех ЗАГС архивĕнче упранакан Хисеплĕ кĕнеке çине мăшăрланнă чухнехи пекех именчĕклĕн те сăпайлăн алă пусрĕç...
Каçхи тĕл пулу
икĕ чĕрене ĕмĕрлĕх
пĕрлештернĕ
Шăнкăртамри Рифкат Сабирзяновичпа Гелчечек Шакировна Кргановсем 50 çул каялла кĕркунне ялта çамрăксен тĕл пулăвĕнче паллашнă. Çакăн хыççăн вĕсене шăпа уйăрман. Рифкать хăйĕн чун варлине вăрласа кĕнĕ те январь уйăхĕнче туй кĕрлеттернĕ. Унтанпа çул хыççăн çул черетленсе çур ĕмĕр те çитнĕ...
Çемье пуçлăхĕ ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Етĕрнери профессипе техника училищинче пĕлĕвне малалла тăсса тракторист-машинист профессине алла илнĕ. Çамрăк специалист малтан улма-çырла питомникĕнче çичĕ çул водительте, унтан строительство отраслĕнче 9 çул тăрăшнă. 1986-1996-мĕш çулсенче Хусанта пурăнса тĕрлĕ ĕçре хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. 1998 çулта Турцинче мăсăльман тĕн вĕренĕвне тĕплĕн алла илнĕ хыççăн Шăнкăртамри Тĕп мечĕтре имам пулса ĕçлет.
Гелчечек Шакировна вара Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче вĕренсе диплом илсен райпора бухгалтер-кассирта ĕç стажне пикеннĕ. Çак специальноçпа вунă çул Хусанта тăрăшнă. 1996 çулта яла таврăннă хыççăн «Гульстан» медресене бухгалтера вырнаçнă. Каярахпа Хусанти «Мухаммадия» медресере тăватă çул вĕренннĕ хыççăн вăл та çамрăксене, ачасене тĕн саккунĕсене, йăли-йĕркине вĕрентме пикеннĕ.
Кргановсем икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ, вĕсене тĕрĕс воспитани парса аслă çул çине кăларнă. Альбир Раççейри ЦДУМ Ислам университетĕнче вĕреннĕ, общество деятелĕ, муфтий, Раççейри мусульмансен Тĕп пухăвĕн пуçлăхĕ, мăшăрĕпе тăватă ача çитĕнтерççĕ. Гузалия — филолог, мăшăрĕпе виçĕ хĕре ура çине тăратаççĕ, Рустам вара РФ хÿтĕлев министерствин çар универститетĕнчен аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн çак енĕпех ĕçлесе подполковника çитнĕ. Вĕсен те виçĕ пăхаттир ÿсет.
Тĕп универмаг —
Макаровсемшĕн
паллашу «салонĕ»
Патăрьелĕнчи Николай Ивановичпа Вера Васильевна Макаровсем пĕр-пĕрне ылтăн çĕрĕ тăхăнтартни те çур ĕмĕр! Вĕсен пурнăç «летопиçĕ» те хăйне евĕр кăсăклă та пуян. Каччăпа хĕрĕн пĕрремĕш туйăмĕ Патăрьелĕнчи тĕп универмагра пуçланнă. Чиперкке йĕкĕте темĕнле тавар туянма сĕннĕ, каччă вара ăна хаваспах туяннă, хĕр ăна кăмăла кайни пирки те систернĕ. Çапла малтан вĕсем туслă çÿренĕ, кайран çак черчен туйăм юратăва куçнă.
Николай Иванович пурнăçра яланах çирĕп тĕллевлĕ арçын пулнă. Шкултан вĕренсе тухсанах райпона рабочие вырнаçнă, ун хыççăн Патăрьелĕнчи СХТра тракторсем юсанă çĕрте слесарь пулса тăрăшнă. Икĕ çул салтакра пулнă хыççăн та кунтах ĕçлеме таврăннă. Каярахпа вара пурнăçра аслă пĕлÿ кирлине туйса ял хуçалăх институтне инженерсем хатĕрлекен факультета вĕренме кĕнĕ. 1986 çулта Николай Макарова АПКн пурлăхпа техника предприятине ертсе пыма шаннă. 2003 çулччен яваплă ĕçре тăрăшса вăл ырă енчен çеç палăрнă. Хисеплĕ работник икĕ хутчен районта социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи те пулнă.
Сăкăтри нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ Вера Васильевна кооператив техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн ĕмĕр тăрăшшĕпех хăйĕн шăпине суту-илÿпе çыхăнтарса ят-сум, хисеп çĕнсе илнĕ. Малтан пулас мăшăрĕпе паллашнă универмагра сутуçăра, каярахпа отдел заведующийĕнче, товароведра чунне юратнă ĕçпе килентернĕ. Ĕç ветеранĕн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 41 çул!
Хисеплĕ мăшăрăн юрату çимĕçĕ — вĕсен ытарайми виçĕ ачи: Саша, Таня, Ирина. Кашниех аслă пĕлÿ илнĕ, çемьеллĕ. Александр Николаевич шалти ĕçсен органĕн ветеранĕ, хĕрĕсем пĕри тухтăр, тепри Патăрьелĕнчи тĕп больницăра социаллă ыйтусемпе ĕçлекен специалист. Мăнукĕсем вара – ватăсемшĕн чун киленĕçĕ, виçейми савăнăç.
Юратнă та пĕрлешнĕ
анчах хушамат
улăштарман
Кун пек тĕслĕх çеç мар, кун пек çемье те сайра тĕл пулать. Юбилярсенчен виççĕмĕш çемйи — Патăрьелĕнчи Селивановсем. 50 çул каялла Тикешре пурăнакан Лидия Селивановапа Кĕçĕн Арапуçĕнчи Николай Селиванов çемье çавăрнине ĕнентерсе алă пуснă. Мăшăрăн хушамачĕ çеç мар, ашшĕ ячĕсем те пĕрешкел: Лидия Васильевна, Николай Васильевич.
Николай Селиванов ача чухнех хуçалăхпа производство ĕçне пысăк яваплăхпа явăçнă. Çар тивĕçне пурнăçланă каччă Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн трактор бригадин бригадирĕнче ĕçленĕ. Мускавра тăватă çул профсоюз юхăмĕн аслă шкулĕнче вĕреннĕ хыççăн сакăр çул ял хуçалăх работникĕсен профсоюз райкомĕн председателĕнче ĕçлесе районта ырă ĕçсемпе палăрнă. Шăпах çак вăхăтра Патăрьелĕнче 25 вырăнлă «Родник» сиплев профилакторийĕ уçăлнă. Колхоз, ферма ĕçченĕсем унта кăмăлтан сипленме çÿренĕ. Профсоюз райкомĕн тивлечĕпех «Герой» колхозра ачасен спорт шкулĕн, сельхозтехникăн Культура керменĕн те алăкĕсем уçăлнă.
Николай Васильевич Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулнă, Патăрьел район пуçлăхĕн çăмăл мар «лавне» те туртнă, СССР профсоюз съезчĕн, КПРФ 10 съезчĕн делегачĕ (хальхи вăхăтра та округра КПРФ райкомĕн секретарĕ). Вăл «За заслуги перед партией», «Доблесть партии» орденсене илме тивĕçнĕ. Унсăр пуçне пысăк шайри ытти грамотăсем те чылай.
Лидия Васильевна та мăшăрĕ пекех ĕçчен те тÿрĕ чунлă. Хăйĕн шăпине вăл медицинăпа çыхăнтарнă. Канашри медучилищĕрен вĕренсе тухсанах çамрăк специалиста Еншикри ФАП заведующине шаннă. Çавăн пекех вăл тĕп больницăра физиотерапи кабинетĕнче, «Родник» санаторинче аслă медсестрара ĕçленĕ. Пĕр тапхăр Мускавра ачасен инфекци больницинче медсестрара вăй хунă. Кирек хăш коллективра та Лидия Васильевна ăста специалист, тÿрĕ чунлă ĕçчен пулнипе палăрнă.
Селивановсем икĕ ывăл çитĕнтернĕ. ЧПУран «Экономика хăрушсăрлăхĕ» специальноçпа вĕренсе тухнă Сергей Николаевич Шупашкарта жилфонд управленийĕн директорĕн çумĕнче, «Юристпруденци» специальноçне алла илнĕ Александр Николаевич «Букет Чувашии» пĕрлешÿре тăрăшаççĕ. Çемьеллĕ, аслашшĕпе асламăшне виçĕ мăнукĕ савăнтараççĕ.
Альбина ЕГОРОВА
Октябрь 2026 |
