Муниципалитетра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртнĕпе пĕрех, мĕн пур лаптăкăн 97 процентĕнче ĕç вĕçленнĕ. Тыр-пулăн вăтам тухăçĕ пĕр гектартан 37,4 центнерпа танлашать.
Выльăхсене валли апат хатĕрлеме куккурус 769 гектарта çитĕннĕ, унтан 183 гектарне вырнă.
Сахăр кăшманĕ 650 гектар йышăнать, 165 гектар кăларнă. Вăтам тухăç пĕр гектартан — 435 центнер.
Çĕр улми кăларасси малалла пырать: 550 гектартан 282-шĕ пушаннă.
Кĕрхи культурăсене 1940 гектар акнă.
Октябрь 2026 |
