ПУРНĂÇ саккунĕпе килĕшÿллĕн ÿссе çитĕннĕ каччăсемпе хĕрсем çуралса ÿснĕ килпе сыв пуллашаççĕ. Савнă çыннисемпе пĕрлешсе пĕр çемье çавăраççĕ. Куншăн хĕпĕртемелле çеç. Хуть мĕн тесен те кашни ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ачине мăшăрлă курасшăн, асатте-асанне е кукаçи-кукамай ята илтесшĕн.
Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем те отпуска килсен юратнă хĕрĕсене венчет çĕрри тăхăнтартни савăнтарать. Çулталăк пуçланнăранпа Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 6 салтак çак яваплă утăма тунă. Халĕ вĕсене килĕнче çывăх çыннисемпе пĕрле савнă мăшăрĕсем те чун-чĕререн çĕнтерÿпе таврăнасса кĕтеççĕ.
Октябрь 2026 |
