ВУТĂН чĕлхи вăрăм, çакна кашнийĕ пĕлет. Ĕмĕр пухнă пурлăха вăл кĕске вăхăтра тĕп тума пултарать. Инкек-синкекрен çÿлте Хуçа сыхлани çеç çителĕксĕр çав, хамăрăн та асăрхануллă пулмалла. Иртнĕ эрнере муниципалитетра икĕ пушар пулнă.
Хĕл çывхарнă май вутăпа хутакан кăмакасене е газ котелĕсене тепĕр хут пăхса илни шанчăклă. Халĕ нумайăшĕ печка-прачкăпа усă курать, вăл та тимлĕх ыйтать. Мунча хутнă чухне те килтен тухса кайма юрамасть.
Ачасене те шăрпăкпа выляма юраманни пирки тĕплĕн ăнлантармалла. Вут-çулăм, çурт территоринчен тĕтĕм йăсăрланса тухнине курсанах 01, 101 е 112 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтермелле.
Октябрь 2026 |
