Муниципалитетра кăçал 15 инвестици проектне пурнăçа кĕртме палăртнă. Вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 1,8 млрд тенкĕпе танлашать. Вăл шутран 101 млн тенки — грант пулăшăвĕ. Проектсем хута кайсан 50 ĕç вырăнĕ хутшăнать тата ял хуçалăхне, туса илнĕ продукцие тирпейлессине аталантарма май парать.
2026 çулăн пĕрремĕш кварталĕнче «Труд» ял хуçалăх производство кооперативĕ 240 ĕне вырнаçмалăх вите хута янă. Ăна туса пĕтерме 60 млн тенкĕ тăкакланă. Объект инвестици проекчĕсенчен пĕри шутланать.
Хуçалăх выльăх-чĕрлĕх отрасльне малалла та аталантарса пыма, ĕне-выльăх шутне 1200 пуçа çитерме палăртать.
Шăнкăртамри «ЭкоПродукт» кооператив сĕте тирпейлессипе, унран услам çу тата сыр хатĕрлессипе ĕçлет. Продукцисен этикеткисем çине «Молочный завод «Шыгырданский» тесе çырса хунă. Çулталăк вĕçлениччен кооператив сĕте талăкра 100 тонна тирпейлекен завода хута яма тĕллев лартнă. Инвестици калăпăшĕ — 700 млн тенкĕ.
Проектсем «Эффективлă тата конкурентлă экономика» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланса пыраççĕ. Шăпах наци проекчĕ экономикăна, предпринимательлĕхе конкуренци шайĕнче вăйлăрах аталантарма, вырăнти пуçарусене вăй илме пулăшать.
Ольга БЕЛЬДЕКОВА
Октябрь 2026 |
