Ял хуçалăхĕ историнче пĕрремĕш обществăлла производствин пайĕ пулнă. Каярахри истори тапхăрĕсенче промышленность тата экономикăн ытти тавралăхĕсем аталаннă вăхăтра ял хуçалăхĕн пĕлтерĕшĕ чакман.
Хресченсем улпутран çĕр лаптăкĕ усă курма илнĕшĕн унăн хирĕнче тата ытти господинсен ĕçĕсене ĕçлеме тивĕç пулнă. 13-мĕш ĕмĕртен ирĕксĕр ĕç (барщина) баринсен, мăнастирсен хуçалăхĕнче анлă сарăлнă. 17-мĕш ĕмĕртен барщина аталанса пынă май унăн енĕсене хытарни, çирĕплетни Раççейре ерипен крепостла йĕрке йĕркеленсе кайма пуçланă.
Хресченсен чи йышлă, пусмăрти обществăлла ушкăнĕ 19-мĕш ĕмĕрĕн çурринче 30 миллион çынна çитнĕ. Вĕсенчен çуррине яхăн помещиксен крепостла пусмăрне пăхăнса пурăннă. Крепостнойсем вăта çĕр кĕпернисенче уйрăмах йышлă пулнă. Раççейĕн çурçĕрĕнче тата Çĕпĕрте пачах та пулман.
Патшалăх хресченĕсем помещик хресченĕсемпе танлаштарсан кăштах ытларах пулнă. Вĕсен шутне Атăл тăрăхĕнчи çак халăхсем — чăвашсем, мордвасем, марисем, тутарсем кĕнĕ.
1497-мĕш çулхи Раççей патшалăхĕн малтанхи законĕн кодексĕпе килĕшÿллĕн хресченсем, çулталăкра пĕрре, пĕр хуçа патĕнчен тепĕр хуçа патне пĕр эрне маларах е каярах, кĕркуннехи Юрьев кунĕнче (кивĕ йĕркепе ноябрĕн 26-мĕшĕнче) куçма пултарнă.
1581-мĕш çулта Хаяр Иван патша Юрьев кунне пăрахăçласа хресченсем куçнине чарнă. Хресченсем каланă: «Акă сана, асанне, Юрьев кунĕ».
Алексей Михайлович (1645-1676) патшара ларнă вăхăтра крепостной хресченсен пурнăçĕ малалла йывăрланнă. 1649-мĕш çулта таркăн хресченсене сроксăр шырама çирĕплетнĕ.
Иккĕмĕш Кĕтерне патша (1762-1796) империатрицийĕн 1765-мĕш çулхи указĕпе килĕшÿллĕн помещикăн хăй ирĕкĕпе çирĕплетнĕ вăхăтра, айăпа кĕнĕ хресченсене, каторгăна яма ирĕк пулнă. 1767-мĕш çулхи указĕпе хресченсене помещик пирки ÿп-
кевлесе çăхав пама чарнă.
Александр II патшана ларсан çĕршыври чылай ылмашусем унăн ячĕпе çыхăннă. Çĕнĕ чугун çулĕсем сарнă, хуласем аталаннă, çĕнĕрен фабрикăсемпе заводсем хута кайнă, çĕнĕ вĕренÿ заведенийĕсем уçăлнă. Крепостла йĕрке анчах ылмашмасăр сыхланса юлнă. Помещиксем хăйсен крепостнойĕсемпе мĕн тăвас тенĕ çавна тунă. Сăмахсăрах хресченсене выльăха сутнă пек сутнă, йытăсемпе ылмаштарнă. Хресченсем çакнашкал лару-тăрупа килĕшмесĕр помещиксене хирĕç пăлхавсем çĕкленĕ. Патша çапла йышăнать: «Хресченсем хăйсене хăйсем ирĕке кăларнине кĕтиччен вĕсене халех ирĕке кăларни лайăхрах». 1861-мĕш çулхи февралĕн 19-мĕшĕнче Александр II хресченсене ирĕке кăларнин документне алă пусать. 50 миллион ытла çынсем крепостла йĕркерен хăтăлнă.
1834-мĕш çулта патшалăх хресченĕсене удел ведомствине ирĕксĕрлесе куçарнине хирĕçлесе хумханусем хыпса илнĕ. Чăваш çĕршывĕн кăнтăр енчи хресченĕсемшĕн чи инкеклĕ самант пулнă. Пăлханусен тĕп вучахĕ Шăнкăртамра, Нăрваш Шăхалĕнче, Ыхра Çырминче, Тутар тата Чăваш Сăкăчĕсенче, ытти юнашар ялсенче иртнĕ. Хресченсен пăлхавне çар çыннисен вăйĕпе анчах хаяррăн путарнă.
1932-мĕш çулта çĕршывра паспорт тытăмлăхне çирĕплетнĕ, анчах колхозниксене паспорт памасăр куçса çÿреме чарса çĕр çумне тата çирĕпрех çыхса хунă.
Ял хуçалăх ĕçĕсем чылай чухне çанталăк условийĕсенчен килеççĕ. Акă, 1978-мĕш çул çумăрлă пулчĕ. Ака вăхăтĕнче тăсăмлă çумăр ĕçсене кая хăварчĕ. Кĕркунне тĕш-тырă комбайнĕсем йĕпене пула ĕçлеймерĕç. Декабрь вĕçĕччен колхозсем тыр-пула çавасемпе, çурласемпе пуçтарчĕç.
1982-мĕш çул тухăçлă пулчĕ, район историнче малтанласа тырă-пулă тухăçĕ гектартан 32 центнерпа танлашрĕ.
Кăçалхи тата 1992-мĕш çулти хăш-пĕр тĕп ял хуçалăх культурисен тухăçне илсе кăтартар.
ц. га
Çулсем Тĕш-тырă тата Сахăр Çĕр улми
пăрçа йышши чĕкĕнтĕрĕ
культурăсем
2026 37,5 430 400
1992 33,0 225 162
Кăçалхи октябрĕн 5-мĕшĕ тĕлне округра тĕш-тырă тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртессине вĕçленĕ. Вĕсен вăтам тухăçĕ гектартан 37,5 центнерпа танлашнă.
Çăкăр — çĕршывăн тĕп пуянлăхĕ, ăна обществăн никĕсне пĕрлештерсе тăракан хресчен ĕçлесе çитĕнтерет. Çăкăр сĕтел çинче — сĕтел вара престол!
Хресчен пек мал ĕмĕтлĕ çын çук та пулĕ. Унăн яланах çитесси пирки шутламалла, ыранхишĕн тăрăшса пилĕк авмалла.
Августăн 3-мĕшĕнче АПК ветеранĕсем пухăнса хресченсен йывăр шăпине хисеплесе палăк лартасси пирки те сăмах хускатрĕç.
Василий ПЕТРОВ, Тăрăн ялĕ
Октябрь 2026 |
