Чăваш Республикинче Ял хĕрарăмĕсен кунне халалласа «Ял илемлĕхĕ» («Грация села») спартакиада старт илнĕ май, Патăрьелĕнчи «Паттăр» спорт шкулĕнче хĕрарăм-волейболистсен муниципалитет тапхăрĕнчи ăмăртăвĕ иртнĕ.
Унта Патăрьел, Улатăр, Елчĕк, Шăмăршă муниципалитет округĕсенчи волейболистсем хутшăннă.
Çивĕч кĕрешÿре спортсменсем вăйăри пултарулăхне, ăсталăхне, волейбол вăййин илемне, çивĕч кĕрешÿри тĕрлĕрен меллĕ хусканусене кăтартнă, спортăн çак тĕсĕ чăннипех те ял пикисемшĕн юратнă вăйă пулнине çирĕплетнĕ.
«Грация села» спартакиада çĕнтерÿçисем — Улатăр волейболисчĕсем. Туслă та çирĕп команда вăйă ăсталăхне çирĕп алла илни палăрнă. Патăрьелсен команди иккĕмĕш вырăнта.
Альбина НИКОЛАЕВА
Октябрь 2026 |
