Пушкин картти тавракурăма аталантарма пулăшать

Категория: Публикации Опубликовано: 02.10.2026, 09:36 Просмотров: 16

«Çемье» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 14-22 çула çитнĕ çамрăксене Пушкин картти параççĕ. Мĕнле çăмăллăх кÿрет-ха вăл? Çак картăпа тÿлевсĕр спектакльсем, киносем курма, куравсене кĕме, мастер-классене хутшăнма, тавракурăма аталантарма пулать. Чылай çамрăк унпа туллин усă курать.

Округри яш-кĕрĕм 8 уйăхра Пушкин карттипе усă курса клубсенче тата библиотекăсенче йĕркелекен 2000 ытла мероприятие хутшăннă, 459950 тенкĕ тăкакланă.

Шкулта вĕренекенсемпе студентсем патшалăх паракан çăмăллăхшăн чăннипех те хĕпĕртеççĕ. Пысăк экранпа илемлĕ фильм курас е театра каяс тесен те атте-аннерен укçа ыйтмалла мар.

Картăна илес тесен 14 çул тултарнă, паспорт илнĕ çул çитмен çамрăксен чи малтанах Патшалăх тивĕçтерĕвĕн порталĕнче регистрациленмелле.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика